30 апреля 2008 г.
Тăлăхла йăлтах вĕреннĕ
Пурнăçра пулма çÿлте.
Пĕчĕклех анне вĕрентнĕ –
Ырри пултăрччĕ пирте:
“Çынсенче пурах йăх-яхлăх –
Ан çыхлан эс, ан вăрла.
Хыт кукарлăх та хурахлăх –
Унпала та ан варлан.
Чулпала-и ывăтаççĕ –
Пăрах хирĕç хулă çеç.
Кун пек чух ÿс çирĕп, теççĕ,
Маттур каччă пул эс, теç.
Аскăнра чупса ан ашкăн –
Чап-мухтав унта çуках.
Тасалми хăрушă юшкăн
Ачама ан çыпçăнах.
Санпала çынсем мухтанччăр,
Эс çĕкле ÿкнисене.
Ватти те вĕтти тус пулччăр,
Телей кÿр эс вĕсене.
Таса пултăр ÿсĕм çулĕ,
Йăпăлти пулса ан ут.
Çынсене тин усă пулĕ,
Усал шухăш пултăр ют.
Аллу çулçă та ан таттăр,
Çывăх пул çут тĕнчепе.
Туслăх, пурнăç тапса тăтăр
Санра ĕмĕр тăршшĕпех.
Çакăнтан хакли те çук-тăр
Пур этемшĕн пурнăçра.
Чĕрÿнте ялан вăл çунтăр
Чи кирли – юратура.
Юратусăр пурăнаймăн –
Пушă, нишлĕ çут тĕнче.
Пурăнса та тăранаймăн –
Вăл пур чух чун тĕпĕнче”.
Сан тутусемпе ĕçесчĕ
Ĕмĕрех тин юхнă пыл.
Вилнине эс ан пĕлесчĕ,
Яланах пĕрле эс пул.
Анне, эсĕ вĕренмен те,
Пуринчен анчах ăсли.
Сансăр пурнăç тем çитмен пек,
Паллах мар пек çул асли.
Георгий ВАСИЛЬЕВ. Упамса ялĕ.