АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Казахстанри ентешĕм

30 апреля 2008 г.

2003 çултах çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнчи “Авангард” хаçатра Упамсара çуралнă Пятаков Николай Ильичăн вырăсла çырнă виçĕ сăввине чăвашла куçарса пичетленĕччĕ. Тепĕр çул “Калем” издательство кăларнă иккĕмĕш кĕнекере те çак сăвăсем вырăн тупнăччĕ. Кĕскен кăна сăвăçи çинчен те çырса кăтартнăччĕ. 1938 çулта çуралнăскер, ялти 7 çул тата Турханти вăтам шкулсене пĕтернĕ хыççăн, вăл вăхăтри мухтавлă “Красная поляна” колхозра вăй хума пикенет. ВЛКСМ комитечĕн членĕ ялти çамрăксен драмкружокне ăнăçлă ертсе пырать. 1959 çулта шăпа ăна юратнă ялтан тухса кайма хистет. Çавăнтанпа вăл Казахстанра: малтан çĕнĕ çĕрсене уçнă çĕрте, 1963 çултанпа 32 çул таран Джезказганри пăхăр шăратакан заводра чи яваплă ĕçсенче вăй хурать. Темле ĕçсене те тума пĕлнипе заводра ăна “механик” ятпа пĕлнĕ, чĕннĕ. Обществăлла ĕçсенче пĕтĕм хулипех палăрнă. Хулари “Слиток” ятлă литература пĕрлешĕвĕн хастар членĕ пулса унти хаçат-журналта пичетленсех тăрать. Николай Ильич часах 70 çул тултарать. Çав вăхăтра унăн сăвă кĕнеки тухмалла тата ун ячĕпе творчествăллă каç иртмелле. Çак ятпа ют çĕр-шывра та чăваш ятне çÿлте тытма пултаракан хамăр янташа район хаçачĕ урлах саламласа пысăк çитĕнÿсем сунасчĕ. Аяларах – унăн чăвашла куçарнă сăвви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика