30 апреля 2008 г.
Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн вун виç-çĕмĕш сессийĕ иртрĕ.
Унăн ĕçне республика Президенчĕ Николай Федоров, Правительство пуçлăхĕ Сергей Гапликов, Федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, официаллă ытти çынсем хутшăнчĕç.
Сессин кун йĕркине социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ 16 ыйту кĕртнĕ. Депутатсем чи малтанах Чăваш Республикин “Чăваш Республикин 2008 çулхи тата планпа пăхнă 2009 тата 2010 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” саккунĕн проектне пăхса тухрĕç. ЧР финанс министрĕ Николай Смирнов пĕлтернĕ тăрăх, республика экономики малалла çирĕп аталанать, кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ унчченхи çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 114,3 процент пулнă. Вăтам ĕç укçин шайĕ 26 процент ÿснĕ. Капиталлă строительство малалла пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Çавна май бюджетра налук нумайрах пухăнать.
Бюджетри хушма тупăша чи малтанах общество инфратытăмне аталантарма хываççĕ. Ку вăл – çĕнĕрен автомобиль çулĕсем тăвасси, хула округĕсен урамĕсенчи çулсене йĕркене кĕртсе çитересси, Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр фондне туса хурасси, сывлăх сыхлавĕн, культурăпа спорт объекчĕсене тăвасси, коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕр строительстви.
Депутатсем саккун проектне харăсах икĕ вулавпа йышăнчĕç.
Сессире Николай Федоров Президент тухса калаçрĕ. Вăл депутатсене, вĕсемпе пĕрле сессие хутшăнакансене те хастар ĕçшĕн тав турĕ.
Президент республикăра туса ирттерекен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинчен кĕскен каласа пачĕ. Сăмахран, 2007 çулта туса ирттернĕ ĕçсен калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Çавна май халăха, район-хулана пулăшма республика бюджетĕнчи тупăшсен пайне, 2006 çулхипе танлаштарсан, 49 процент ÿстернĕ. Кун пек кăтарту, тĕпрен илсен, Раççейĕн нихăш регионĕнче те çук, Раççейĕн çак кăтарту вăтамран – 25 процент.
Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Ен ÿсĕмĕнче Раççей влаçĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленин, Владимир Путинпа Дмитрий Медведев республикăна килсе кайнин тÿпи те пысăк.
Сесси çавăн пекех Чăваш Республикин “Чăваш Республикин Обязательный медицина страхованийĕн территори фончĕн 2008 çулхи тата планпа пăхнă 2009 тата 2010 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен”, Чăваш Республикин “Чăваш Республикин “Тăкаксене пĕрле саплаштарса Республика фондĕнчен субсиди парасси çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен”, Чăваш Республикин “Чăваш Республикин “Чăваш Республикин бюджетпа çыхăннă право хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăрасси çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен”, Чăваш Республикин “Чăваш Республикинче 2008 çулта федерацин “Ветерансем çинчен” тата “Раççей Федерацин инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен” саккунĕсемпе килĕшÿллĕн граждансене пурăнмалли пÿлĕмсемпе тивĕçтерес енĕпе социаллă пулăшу кÿмелли мерăсемпе тивĕçтермелли формăсем çинчен” тата ытти саккун проекчĕсене пăхса тухса йышăнчĕ.
“Хыпар”