АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман – пирĕн пуянлăх

07 мая 2008 г.

Çĕр чăмăрĕшĕн биосфера чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн тĕп элеменчĕ вăрман. Çĕр çинчи климат, чĕр чунсемпе ÿсен тăрансен тĕнчи, шыв шăпах вăрмансенчен нумай килет. Раççее илес пулсан, çĕр çинчи пĕтĕм вăрмансен пиллĕкмĕш пайĕ шăпах кунта вырнаçнă, вĕсенчен çурри – лăсăллă йывăçсен вăрманĕ. Çĕр-шыври вăрман фончĕн тата унта кĕмен вăрмансен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 1178,6 миллион гектар. Ку калама çук пысăк пуянлăх.

1995 çултанпа Раççейре çулсерен парксен маршне ирт-терме тытăннă. Унта çĕр-шыври заповедниксемпе наци паркĕсем пурте хутшăнаççĕ. Паян Чăваш Енре çут çанталăкăн федераци пĕлтерĕшлĕ, уйрăммăн сыхлакан виçĕ территорийĕ ĕçлет: патшалăхăн “Присурский” çут çанталăк заповедникĕ, “Чăваш вăрманĕ” наци паркĕ, Раççей наукăсен академийĕн Тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕ тата çут çанталăкăн республика пĕлтерĕшлĕ сыхлакан 96 территорийĕ. Парксен маршне хутшăнса районта та тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика