АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕм сапмасть, ветеран, сан куçу, Кăлкан пек кăвакарнă çÿçÿ

07 мая 2008 г.

Мĕтри тетен ыйхă килмен каçсем пайтах пулаççĕ. 67 çул йăтса çÿрекен осколок кĕрсе ларнă ури паян та çĕрĕпех канăçсăрлантарчĕ. Пĕç кăкĕнченех туртса ыратать вăл: сăрр, сăрр тăвать... Ытти шăм-шакĕ те пăтлă пукан çакса янă евĕр йывăр. Ара, ветеранăн çулĕсем те шултăра-çке: вăл 96 çулта! Тепĕр тăватă хĕл каçсан пĕр ĕмĕр тултарать!

Акă, хĕрлĕ питлĕ шуçăм тÿпене çутатса майĕпен-майĕпен тĕнчене вăратрĕ. Чăтаймарĕ ватă, ыттисем ура çине тăриччен картишне тухрĕ, мунча хутма вуттине хатĕрлерĕ, унта-кунта çаврăнкаласа çÿрерĕ. Çулне кура мар кил-тĕрешре кăштăртатса çÿреме кăмăллать вăл. Турта çине таянса ÿснĕ тиха пек, мĕн ачаран ĕçе кÿлĕннĕскер, пурнăçра нихçан та алă усса ларман. Эпĕ пынă чухне вара ветеран кăштах канма выртнăччĕ. Хам мĕн çăмăлпа килнине пĕлтерсенех салтак-ветеран яштах тăрса ларчĕ. Чĕтрекен сасси тата ытларах татăлчĕ, сăмахĕсене ерипен сыпăнтарчĕ, хăй пăлханчĕ, хĕм сапма пăрахнă куçĕнчен куççуль тумламĕ шăрçаланчĕ...

– Пирĕн атте пек чăтăмлă та пысăк вăй-хăватлă çынсем сахал-тăр. Унăн шăпи тертлĕ те, асаплă та, хĕн-хурлă та, – калаçăва пуçларĕç унпа пĕрле пурăнакан Лидăпа Римма хĕрĕсем.

Кĕтмен вăрçă сасартăк пуçлансан улттăмĕш куннех ăна çар комиссариатне чĕнтереççĕ, виçĕ ача аш-шĕне, кладовщикра пикенсех ĕçлекен арçынна, ревизи тумасăрах повестка тыттараççĕ. Тăрăнтан виççĕн каяççĕ вĕсем: А.Крылов, П. Медведев тата Д.Гордеев. Пулас салтаксене малтан Мускава илсе çитернĕ, унтан Ленинград çывăхĕнчи çар хулинче пулнă. Çар хăнăхăвне алла илсенех салтака малти линине тăратнă.

– Тăшмана хирĕç тапăнса пынă чухне куçа нимĕн те курăнмастчĕ. Пуçра вара пĕртен пĕр шухăшчĕ – ăна парăнтарасси, çĕнтересси, – хаш! кăларчĕ вăл йывăр сывлăша ăшран.

Пĕр хĕрÿ çапăçура ăна тÿрех виçĕ çĕртен амантаççĕ. Ачашланма е нăйкăшса выртма вăхăт мар салтакăн. Госпитальте кăштах сипленнĕ хыççăн каллех алла пăшал тытнă, çапăçăва кĕнĕ. Шăпи каллех синкерлĕ пулса тухнă. 1942 çулхи март уйăхĕнче тепĕр хутчен йывăр аманнă салтак финсен аллине плена лекет. Виçĕ çула яхăн чĕрĕ тамăкра пурăннă вăл. Çем-йисем ăна хыпарсăр çухалчĕ тесех шутланă. Çав синкерлĕ кунсен “кучченеçне” салтак кашни кунах тытса пăхать. Ĕнси çинчи хур çăмартинчен те пысăкрах мăкăлĕ – лагерь пичечĕ. Çаппа çарамаслантарнă салтаксене черетпе сак çине вырттарнă. Вĕри шывра пĕçернĕ хăва хуллипе юн сирпĕниччен ислетнĕ... Шăла çыртса чăтнă вĕсем çак мăшкăла. Пĕр хутчен çеç те мар вĕт-ха, кашни кунах çапла кулнă лагерьтисенчен. Хавшакраххисем чăтаймасăр сайралнă, вилнĕ. Пытарнă та пытарнă вĕсене йытă вилли пек пĕр пысăк шăтăка. Ара, купăста яшкипе хывăхран пĕçернĕ пĕчĕк çăкăр татăкĕпе чуна епле вăрах усрайăн-ха... Ку тĕлĕшпе вара Мĕтри тетене ырă Турă çав тери пулăшнă темелле. Паян çак лутра та имшертерех ветеран çине пăхатăн та, ирĕксĕрех унăн çăл куç пек тапса тăракан вăй-халĕнчен тĕлĕнетĕн: вăт тĕреклĕ çын!

Лагерь хыççăнхи пурнăçĕ те “ылтăн сăпкара” сиктермен Дмитрий Романовича. Вунпĕр çул икçĕр метр çĕр айĕнчи шахтăра кăмрăк кăларнă. Йывăр ĕçре хавшатăр та пĕттĕр тесе янă-тăр вĕсене унта. Вăйпитти арçын кунта та аптраман, пуçа усман. Кăтартуллă шахтерăн ячĕ яланах Хисеп хăми çинче пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна вырăнтах юлма та сĕннĕ, анчах çемье пуçлăхĕ ачисен, мăшăрĕн сăмахне итленĕ, тăван Тăрăнах таврăннă, вăрçăчченех çавăрнă йăвине çĕнетнĕ, йыш хушнă, пурнăçа сыпăнтарса янă.

Хуйхă, нуша, терт-асап этем чĕрине тимĕре тутăх çинĕ евĕр кăшлать теççĕ. Çак хисеплĕ çула çитсе вăл ветеранăн та самай хавшанă-тăр. Ĕмĕр тăрăшшĕпе ылтăн алăллă вашават чăваш тĕрлĕрен ĕçре ĕçлесе ят-сум, чыс çĕнсе илнĕ. Мĕтри тете иртнĕ кунсемшĕн ÿкĕнмест. Шăпашăн кама-ха ятлăн; Хăйĕн юратнă мăнукĕсене, мăнукĕн ачисене çеç ырă та телейлĕ кун-çул пиллет. Вĕсем вара кукашшĕн çителĕклех: 15-ĕн! Çывăх вăхăтра тепĕр мăнукне алла тытма ĕмĕтленет-ха...

– Пурте ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ, сывлăхлă, ĕçчен, хисеплĕ пулччăр. Шÿтлеме те юратчăр. Питĕ анекдот калама юрататăп. Вăл пурнăçа вăрăмлатать, – терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе. Вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхне çапла систерчĕ ветеран.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика