14 мая 2008 г.
Кубок программи тăрăх, чи малтан старта юниорсем тухнă. Дистанци – 10 километр. Малтанхи минутсенчен хĕрÿ тупăшу пуçланнă та финалчченех çапла лару-тăру пулнă. Çĕнтерÿçĕсене награда Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров тата Çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн (ИААФ) президенчĕ Ламин Диак панă.
Финиша тĕнче рекорчĕ туса 39 минут та 57 секундра Алексей Барцайкин (Раççей) чи малтан çитнĕ. Раççейĕн тепĕр спортсменĕ Денис Стрелков виççĕмĕш вырăнта. Унтан юниоркăсем ăмăртма пуçланă. Вĕсен тупăшăвĕ Раççей гимнĕпе вĕçленнĕ. Мĕн пур призлă вырăнсене Раççей спортсменкисем çĕнсе илнĕ, ытти çĕр-шывсем валли нимĕнле шанăç та хăварман. Пĕрремĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсенче Саранскри хăвăрт утакансем Татьяна Калмыковăпа Эльмира Алембекова. Иккĕ-мĕш вырăнта – пирĕн ентеш, Треньел хĕрĕ Ирина Юманова. Унăн тренерĕсемшĕн Геннадийпе Альбина Семеновсемшĕн ку пысăк савăнăç, çавăн пекех пирĕн республикăри спорт тусĕсемшĕн те.
Командăсем енĕпе илсен те Раççей малти вырăнта. Ун хыççăн – Румынипе Колумби.
Çав кунах кăнтăрла иртсен арçынсем 20 километра утса ăмăртнă. Кунта кĕмĕл медале Раççей атлечĕ Валерий Борчин çĕнсе илнĕ. Пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Испанипе Мексика спортсменĕсем.
А. Алексеев.