14 мая 2008 г.
Çанталăк кунран-кун ăшăтса пырать. Улăх-çаран та самаях ешерчĕ. Ĕнесене вăй илме, продуктивлăха ÿстерме сĕтеклĕ ешĕл апат кирлине шута илсе хăш-пĕр хуçалăх выльăхсене кĕтĕве кăларчĕ. “Батыревский”, “Исток”, “Жизнь”, “Родина”, “Мир”, “Хастар” “Первомайск”, “Малалла”, “Звезда” хуçалăхсен, улма-çырла питомникĕн ĕнисем курăк çинче çÿреççĕ.
Сăвăм та иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен чакман. Районĕпе кашни ĕнерен талăкра 11,3 килограмм сĕт сăваççĕ. “Батыревский”, Ленин ячĕллĕ, “Исток” хуçалăхсенчи ĕнесем 25-14,7 килограмм сĕт антараççĕ. Çав вăхăтрах “Хастар” хуçалăхра талăкри сăвăм 4,1 килогрампа танлашать.
Çу кунĕсенче выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме майсем çителĕклĕ. Кĕтÿçсен ĕçне тĕрĕс йĕркелесен, вĕсене пурлăх енчен хавхалантарсан продукци илессине ÿстерме пулатех. Тăрăшни çеç кирлĕ.
В.МАЛЬЦЕВА.