14 мая 2008 г.
Майăн 9-мĕшĕнче ирпе ирех Патăрьелĕнче вăрçă вăхăтĕнчи юрă-кĕвĕ янăраса тăчĕ. Ăшă та хĕвеллĕ кун уяв сĕмне тата пуянлатрĕ.
Ирхине 10 сехет тĕлне район центрĕнчи ĕç коллективĕсем, шкул ачисемпе ватăсем Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ митинга пуçтарăнчĕç. Митинга Патăрьел ял пуçлăхĕ В.Сельцов уçрĕ, пурне те пысăк пĕлтерĕшлĕ кун, Аслă Çĕнтерÿ 63 çул тултарнă ятпа саламларĕ. Малалла уява пухăннисене район пуçлăхĕ Н.Глухов ăшă салам сăмахĕ каларĕ.
– Çĕнтерÿ кунĕ – вăрçăран таврăнайманнисемшĕн ĕмĕр манăçми палăк, паянхи тата çитĕнекен ăрушăн вара ырă тĕслĕх. Çак кун çулсеренех аякран аякка юлса пырать пулин те унăн пĕлтерĕшĕ, паттăр салтаксен, ветерансен хисепĕ чакмасть. Пирĕн тăнăç пурнăçшăн ырми-канми кĕрешнĕ салтаксем, ветерансем, тыл паттăрĕсем умĕнче паян эпир çĕре çити пуç таятпăр, – терĕ Николай Иванович уяв митингне пуçтарăннисене Çĕнтерÿ кунĕпе саламланă май.
Митингра Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ В.Яковлев, Ленинград блокадин участникĕ, районти ветерансен канашĕн ертÿçи В.Владимиров, Тăрăн чиркĕвĕн пачăшки Николай атте, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Е.Кошкина салам сăмахĕсем каларĕç, пурне те лăпкă та канлĕ пурнăç сунчĕç.
Хисеплĕ вăрçă ветеранĕсене чĕрĕ чечексемпе чыс тунă хыççăн, çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ.
Юлашкинчен кашни ĕç коллективĕ вăрçăран таврăнайманнисене чыс туса чечек кăшăлĕсем хучĕ, сÿнми хĕлхем умĕнче пуç тайрĕ. Митинг уяв концерчĕпе вĕçленчĕ.
А.НИКОЛАЕВА.