14 мая 2008 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçал Çемье çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май çемьепе ирттерекен мероприятисене йĕркелесси библиотекăсем çине те тиенет. Республикăри ачасемпе çамрăксен вулавăшĕ “Çемье тата библиотека” акци ирттерет. Ăна вулакансене библиотекăна ытларах явăçтарас, çемьепе вулас йăлана çĕнетес тĕллевпе йĕркеленĕ. Акци майăн 15-мĕшĕнче, Çемье кунĕнче пулать. Унччен маларах районти ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç. Ашшĕ-амăшĕ валли ачасене кĕнекене юратма хăнăхтаракан памятка хатĕрлерĕç. Пурнăçăн тĕп тĕллевĕ ачасене воспитани парасси пулнине çирĕплетекен буклет кăларчĕç. Унта çемьепе, ачасемпе вулама интереслĕ кĕнекесене палăртрĕç.
Ача-пăча библиотекинче 2006 вулакан, вĕсенчен 40-шĕ ашшĕ-амăшĕ. Фондра 22 пин кĕнеке, 16 хаçат-журнал. Вуламалли аслисем валли те, кĕçĕннисем валли те çителĕклех. Вĕсемпе тĕл пулусенче Т.Такмакова, ача-пăча библиотекин заведующийĕ, паллаштарсах тăрать. Кăçал килнисенчен “Ваш ребенок может мыслить как Гений”, “Детская психология в вопросах и ответах”, “Как выявить и развить способности вашего ребенка”, “Тестирование детей” тата ыттисене палăртмалла.
Библиотекăра литература каçĕсем, калаçусем, конкурссем иртеççĕ. Халĕ çемьепе “Аленький цветочек”, “Моя Россия”, “Радуйся жизни”, ытти конкурссене хутшăнма пулать.
Библиотекăра республикăри вĕрентÿ заведенийĕсен бази çинчен кăтартусем, энциклопедисем, ытти литература çителĕклех.
Майăн 15-мĕшĕнче вара “Манăн ачалăхри кĕнекесем” çемье уявĕ пулать.
(Хамăр корр.)