17 мая 2008 г.
Темиçе çул каялла çеç ар çыхăнăвĕпе тата ытти меслетпе çынран çынна ерекен хăрушă чир СПИД таçта ют çĕр-шывра сарăлнă пирки массăллă информаци хатĕрĕсенчен çеç пĕлеттĕмĕр. ВИЧ – инфекцийĕ инçе çула кĕскетсе Раççее те, республикăна та çитрĕ. Районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ А.Чернова пĕлтернĕ тăрăх, çак хăрушлăх пирĕн таврана та хăратать. Хальлĕхе тăватă çын çак чирпе шутра тăраççĕ-мĕн. Пурте çамрăксем, 1984-1986 çулхисем. Çакскерсен чир пуçламăшĕн çул-йĕрне тĕпченĕ хыççăн усал япалана, çынна вилĕм патне илсе пыракан чире çынсем аякка ĕçлеме кайсан “çаклатса” килни палăрнă.
Ыран – СПИД чирне хирĕç кĕрешмелли кун. Çавăнпа та çак хăрушлăх серепине никамăн та çакланмалла ан пултăр тесе сыхланăр!