17 мая 2008 г.
Вĕренес туртăм Ольăна та Оренбург облаçнех илсе çитернĕ. Инçе çула пăхмасăр Галя Мукинăпа Адамовăри професси училищине тухса кайнă. Хĕрсем 3 çул ăс пухнă кунта, повар профессийĕпе пĕрлех вăтам пĕлÿ те илсе тухнă. Чăваш çĕр-шывĕнчен килнĕ Оля, вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те малта пулнăскер, хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ. Ăна направленипе Шильдинский совхоз столовăйне ĕçлеме янă.
– Совхозĕ пысăкчĕ, çынни нумайччĕ. Ирхине 2-3 сехетрех ĕçе каяттăмăр. Кунне 3 хутчен вĕри апат çитермеллеччĕ. Каçчен урасем сăрăлтатакан пулатчĕç. Кунта повар ăсталăхне алла илнипе пĕрлех чăтăмлăха та хăнăхрăмăр, – каласа парать Ольга Семеновна.
Чăтăмлăх тенĕрен, ĕçе юратасси, унпа туслашасси унра ачаранах çирĕпленнĕ-ха. Ашшĕпе амăшĕ – Семен Игнатьевичпа Татьяна Ивановна çапла пулнă теççĕ. Едифановсен кил-йышĕн пултарулăхĕпе вăр-варлăхĕнчен ял тĕлĕнсе тăнă. Пилĕк ачине те ĕçпе пиçĕхтерсе ÿстернĕ. Çемье пуçĕ выльăх тухтăрĕ пулнăран, амăшĕ Турхана ĕçе çÿренĕрен килти кăнтăрлахи мĕн пур ĕç ачисем çине тиеннĕ. Çурчĕ ял хĕрринче, вăрман çывăхĕнче пулнăран выльăх-чĕрлĕхне те йышлă тытнă. Вăрмана утă çулма, вут-шанкă хатĕрлеме, çырла-кăмпа татма аслисем: Валя, Гена, Нарспи, Клара ытларах çÿренĕ. Кĕçĕннине – Оляна хур чĕпписем пăхма, пÿрт-çурт тирпейлеме, апат пĕçерме шаннă. Пурне те вăхăтра тума ĕлкĕрес тесе хĕр ача чупса çÿресе ĕçленĕ.
Çак вашаватлăх унра халĕ те иксĕлмест. 1976 çулта хĕр Оренбург облаçĕнчен яла таврăннă, “Юность” кафере кондитерта ĕçлеме тытăннă. Тепĕр çул Ольăна Туçари столовăйне куçарнă. Унтан – шкула. Вунă çултан Анат Туçара çĕнĕ столовăй уçăлнă та, Ольга Семеновнăна аслă повар пулма сĕннĕ. 1998 çулта каллех шкула чĕнсе илнĕ. Çавăнтанпа Туçари вĕрентÿ центрĕнче вăй хурать. Ачасемпе учительсем ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ. 1986 çулта “Районти чи лайăх çамрăк повар” ята та çĕнсе илнĕ. Ăна нумай хутчен Хисеп грамотисемпе чысланă. Столовăйĕнче яланах таса, тирпейлĕ. Меню пуян. Коллектив туслă. Повара пулăшакан Юля Кудрявцева, Галина Крысина та маттур, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ.
Ĕмĕр сакки сарлака тенĕ ваттисем. Унсăрăн мĕнле-ха; Этем кун çулĕпе пĕрлех çын пурнăçĕнчи нумай енлĕ пулу-иртÿ: савăнăç та, хуйхă-суйхă та – пурте пĕр тиевпе тиенсе лармалла-çке. Тиенмелли вара тупăнсах пырать. Ольга Семеновна пурнăçĕ те йĕрсĕр иртмен. Туçа каччипе Николай Васильевич Николаевпа пĕр çемье чăмăртанăранпа та 31 çул çитрĕ. Çак кунсенче хăй те 50 çул тултарать. Тĕрлĕ сăлтава пула ачасене пĕчченех вĕрентсе кăлармалла пулчĕ. Çапах та телейлĕ паян тăватă ачана кун-çул пилленĕ амăшĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем пурнăçра хăйсене кăмăлланă çул-йĕре тĕрĕс суйласа илме пултарни, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса ÿсни, виçесĕр савăнăç кÿрет унăн канăçсăр чĕрине. Ачисем – чун тĕпренчĕкĕсем амăшне хумханмалли, пăшăрханмалли ан тупăнтăрччĕ, унăн пурнăçĕ ырлăхпа телей ытамĕнче кăна иртсе пытăрччĕ теççĕ.
Ывăлĕ-хĕрĕпе чăннипех те мухтанмалăх пур. Асли – Эдик ЧПУн информатикăпа шутлав техники факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Лукойл-Информ фирмăра аслă инженер.
Ун хыççăнхи – Наташа, вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕскер, харăсах ЧПУн ют чĕлхесен икĕ факультетĕнче вĕреннĕ, Швейцарире ĕçлесе пурăнать.
Виççĕмĕшĕ – Надя Шупашкарти педуниверситетăн физика-математика факультетне пĕтернĕ, предприниматель, хăй фирма уçнă.
Кĕçĕнни – Саша Туçари вĕрентÿ центрĕн ХI класĕнче вĕренет.
Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕрен-ши Ольга Семеновна шăпчăксем юрланине, куккук авăтнине итлеме, чечексене, йывăç-курăка питĕ юратать. Унăн сад-пахчинче мĕнле кăна чечек çеçке çурмасть-ши, улма-çырла йывăççи çитĕнмест-ши; Пахча çимĕçĕ те ăнса пулать. Лара-тăра пĕлмен, тирпее юратакан хĕрарăм вăл. Шăпчăк ыйхиллĕскер пĕрмай кăткă пек каллĕ-маллĕ кумать, кирек мĕнле ĕçе те тытса тума ÿркенмест.
– Ял çыннисен, шкул ачисемпе коллектив, мăнукăмсен юратăвĕ мана ĕçлеме, пурăнма хавхалантарать, – тет Ольга Семеновна Николаева повар.
Мĕнех калăн, чăн сăмахсем.
В.МАЛЬЦЕВА.