17 мая 2008 г.
Черетлĕ вĕренÿ çулĕн юлашки шăнкăравĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Ачасене хаваслă каникул кĕтет. Ăна усăллă, сывлăха çирĕплетсе, тĕллевлĕ канса, ĕçпе пиçĕхсе ирттерме ĕмĕтленет çитĕнекен ăру. Ачасен канăвне йĕркелес ĕçе аслисем те хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул социаллă страховани, социаллă хÿтлĕх, вĕрентÿ пайĕсем тăрăшнипе шкулсенче ĕç, кану лагерĕсем ĕçлерĕç. Вĕсене ачасем кăмăлтан çÿрерĕç. Çынсене ĕçпе тивĕçтерекен центр та айккине юлмасть çакăнтан. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче вĕсен те палăртнă тĕллевĕсем пурах. Çавна май центрăн ертсе пыракан специалисчĕпе И.Кошкинăпа тĕл пултăмăр, вĕренекенсене çуллахи вăхăтра ĕçе вырнаçтарас ыйтăва çĕклерĕмĕр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.
– Ирина Петровна, ачасене ĕçе вырнаçтарас йĕркепе тĕплĕнрех паллаштараймăр-ши;
– Тархасшăн. Ĕçе 14 çул тултарса 18 çула çитичченхисене явăçтаратпăр. Ытларахăшĕ каникул вăхăтĕнче “кÿлĕнет”. Çулталăк тăршшĕпех ĕçлеме ÿркенменнисем те пур. Вĕсем вăрçă ветеранĕсем, пĕччен пурăнакан ватăсем патне çÿреççĕ. Хĕллехи вăхăтра шыв кĕртсе параççĕ, юр хыраççĕ, çулла тирпей-илем тума, çумлама пулăшаççĕ тата ытти те.
– Халиччен центрпа килĕшÿ туса ĕçлесе пăхнисем пурах ĕнтĕ.
– Паллах. Туçари вĕрентÿ центрĕнчи – 53, Кзыл Чишмари – 23, Турханти – 40, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти – 15, Ыхра Çырминчи – 5, Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнчи 35 ачапа килĕшÿ тунă. Ырă ĕçе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хутшăннине палăртмалла. Тутар Сăкăтĕнче шкулта вĕренекен 30 ачана тирпей-илем кĕртес ĕçе явăçтарчĕç вĕсем. Ку енĕпе Алманчă ял тăрăхĕн администрацийĕ те ырă утăм тăвасшăн.
– Хальхи саманара тÿлевсĕр шăпчăк çеç юрлать теççĕ. Ĕçе явăçтарни тÿлевпе те çыхăннă пулас.
– Ачасене çакă та интереслентерет. Хавхалантарăвĕсĕр куллен 5-6 сехетлĕх ĕçе камăн утас килтĕр. Уйăхне 781 тенкĕрен кая мар тивĕçет вĕсене. 1170 тенке çити те ÿкме пултарать. Укçана алăран памаççĕ. Ĕçленĕ куна шута илсе пыраççĕ. Ун тăрăх тÿлеве палăртаççĕ. Банкра счет уçтараççĕ. Унта укçа куçараççĕ. Ачасен тарĕпе пухăннă мулпа урăххисем хуçаланаймаççĕ.
– Районти хăш-пĕр шкулта ашшĕ-амăшĕнчен, шкул ĕçченĕсенчен укçа пуçтарассине йăлана кĕртнĕ. Ачасене ĕçлеттерсе пухăннă укçапа та тĕрлĕ юсав ĕçне пурнăçлаççĕ, япаласем илеççĕ. Эсир куçарса панă укçана та ачасенчен шкул валли илесшĕн текен сас-хура çÿрет. «Курăр: эпир ĕçлетпĕр» теесшĕн-ши вĕсем. Çакă ĕçлени пулмасть, кулни пулать.
– Вĕсем йăнăшаççĕ. Ачасен укçине çÿлерех асăннă тĕллевпе усă курма ирĕк памаççех.
– Тÿлевĕ хавхалантарнăран сирĕн урлă ĕçе вырнаçас текенсем те йышлă пулас.
– Кăçал 500 ачана явăçтарма пултаратпăр. Хальлĕхе 222-шĕпе килĕшÿ тунă. Шкул дирекцийĕсем, ял тăрăх администрацийĕсем ачасене ĕçе хутшăнтарас кăмăлĕсем пулсан, тархасшăн. Килĕшÿ тума пирĕн пата килмелле. Çулне кура ĕçне тупма пулатех. Шкул территорине, ял урамĕсене тирпейлесси йывăрлăх кÿместех. Тавралăха ешĕл тум тăхăнтартни хамăршăнах илĕртÿллĕ. Палăксене пăхса тăрассине ачасем çине хумалла. Пĕччен пурăнакан ватăсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçăра çапăçнисене, сусăрсене пулăшни те сăваплă.
Райпо килĕшÿ тăвасшăн. Ачасене каникул вăхăтĕнче сиплĕ эмел курăкĕсем пухма явăçтарасшăн. Ырлатпăр вĕсен шухăшне. Кашни ялти шкула çÿрекен ача хутшăнсан кăмăллă ырă ĕçе. Ĕçĕ çыншăн пулсан та вĕренни хăйсемшĕн пулĕ.
А.АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.