АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăршулăхра ĕç тухăçлăхĕ

17 мая 2008 г.

Алексей Никандрович Иванов Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухсан çар хĕсметĕнче тăнă. Ун хыççăн пĕр хушă Куйбышев облаçĕнче магазин заведующийĕнче ĕçленĕ. 1979 çулта ăна Патăрьел райпо правленийĕ Çĕньялти куллен кирлĕ таварсен магазинĕн заведующийĕ пулма уйăрса лартнă. Кунта вăл 1993 çулччен, Турханта хуçалăх расчетлă суту-илÿ предприятийĕ (ХРТП) туса хуриччен, вăй хунă. Асăннă çул А.Иванова ХРТП директорне çи-рĕплетнĕ. Вăл куçăмсăр майпа вĕренсе суту-илÿ енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ.

Ĕçри хастарлăхшăн райпо, Чăвашпотребсоюз тата Центрсоюз Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесене тивĕç пулнă. Çĕньялта ĕçленĕ çулсенче магазин темиçе хутчен Чăвашпотребсоюз системинче çĕнтерÿçĕ пулнă. Алексей Никандровича “Районти чи лайăх суту-илÿ ĕçченĕ” ят парса чысланă. Халĕ вăл Патăрьел райповĕн Турханти филиалĕн директорĕ.

Çак кунсенче пирĕн штатра тăман корреспондент филиал ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланса унăн директорĕпе тĕл пулнă.

– Алексей Никандрович, филиалти лару-тăрупа кĕскен паллаштараймăр-ши;

– Эпир Турхан тăрăхĕнчи 11 ялти халăха куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтеретпĕр. Пурĕ 19 суту-илÿ точки. Пĕчĕкрех ялсенчи магазинсем ирхине 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, пысăкраххисенче 7-рен пуçласа 22-ччен ĕçлеççĕ. Урăхла каласан, халăх ыйтăвне туллин татса пама тăрăшатпăр. Коллектив 75 çынран тăрать. Вĕсен хушшинче товароведсемпе сутуçăсемсĕр пуçне водительсем, техничкăсем, поварсем, газооператорсем тата ыттисем те.

Пĕлтĕр тавар çаврăнăшне 43 миллион тенке яхăнах çитертĕмĕр. Ку вăл 15 çул каяллипе танлаштарсан, 20 хут ытларах. Таса тупăш 1150 пин тенкĕ ытла. Кăçалхи I кварталти плана 117 процент тултартăмăр е 12548 пин тенкĕлĕх тавар сутрăмăр. Обществăлла апатлану ĕçченĕсен те кăтартăвĕсем начар мар. Çулталăка 1650 пин тенкĕпе вĕçлерĕç. Хăйсен вăйĕпе 750 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларса сутрĕç. Халăхран 980 тонна сĕт, 7 тонна аш-какай, 1600 килограмм çăм, 9 тонна çĕр улми, 8 тонна кивĕ тумтир, 12200 килограмм хут пуçтартăмăр. Утартан 455 килограмм пыл илтĕмĕр, 129 пин тенкĕлĕх халăхран эмел курăкĕ пуçтартăмăр.

Турханти В.Кадушкина, Çĕньялти В.Яковлева, Анат Тăрмăшри А.Карзакова, Хурама Тварти А.Калдырмина ертсе пыракан коллективсем ыттисенчен тăрăшуллăрах. Вĕсем кашни уйăхрах плана чыслăн пурнăçласа пыраççĕ, 440-450 пин тенкĕлĕх сутаççĕ.

Суту-илÿре чылайранпа вăй хуракан Н.Абужаровăна, В.Никифоровăна, М.Косойкинăна, Ф.Пузыревăна, В.Ивановăна, Т.Зотовăна, З.Латышевăна, ыттисене те ырăпа палăртас килет. Ĕçри ăнăçу вĕсенчен килет те ĕнтĕ.

Кăçал тавар çаврăнăш калăпăше 48 миллион тенкĕ чухлĕ палăртнă. Тĕллев – 50 миллиона çитересси.

Ĕçлекенсемпе вăхăтра татăлса пыратпăр. Вăтам ĕç укçи 5120 тенкĕпе танлашать. Кунсăр пуçне уйăхсерен 50 процент таранччен преми, сĕт пухнăшăн хушса тÿлетпĕр. Хавхалантарнин усси куç умĕнче. I кварталта 265 тонна сĕт пухрăмăр.

– Суту-илÿ тăвасси сентре çинче тавар ытларах пулнинчен килет. Ку енĕпе мĕнлерех ĕçлетĕр;

– Ассортимент пуян. Тавара фирмăсемпе килĕшÿ туса туянатпăр. Ытларах Шупашкартисемпе ĕçлетпĕр. Вĕсем хăйсемех кÿрсе параççĕ. Хаклăрах йышшисене Мускавран е урăх çĕртен кÿретпĕр. Техника енчен никамран та пулăшу ыйтмастпăр. Хамăрăн тăватă ГАЗ-53, ГАЗельпе УАЗ (санитарка) тата пĕр лаша пур. Çурхи шыв-шур, кĕрхи йĕпе-сапа вăхăтне шута илсе, магазинсене 2-3 эрнелĕх таварсемпе тивĕçтеретпĕр.

– Ĕçре тата мĕнлерех çĕнĕлĕхсем пур;

– Иртнĕ çул 5 магазинта юсав турăмăр. Анат Тăрмăш – Çăл Атăк ялĕнче им-çам курăкĕсен хатĕрлев пунктне хута ятăмăр, груз турттарма “ГАЗель” автомашина туянтăмăр. Çак ĕçсене пурнăçлама 3 миллион тенке яхăн усă курнă. Тури Тăрмăшпа Шăхачри магазинсем асфальтлă çулпа çыхăнман. Кăçал унта тирпей-илем кĕртесшĕн. Тури Тăрмăшри магазина хальхи вăхăтри оборудованисем вырнаçтарасшăн. Аслă Чементе реконструкцилесе суту-илÿ комплексĕ тăвасшăн. Çĕньял, Шăхач, Вăрманхĕрри Шăхаль, Тури Тăрмăш ялĕсенче эмел курăкĕсем пухса хатĕрлеме ятарлă пунктсем уçасшăн. Тумалли ĕçсем сахал мар. Хамăр тăрăшсан, Турă та пулăшсах тăрсан, умри тĕллевсене пурнăçлатпăрах тесе шутлатпăр. Юсав ĕçĕсене фирмăсемпе килĕшÿ туса пурнăçлатпăр. Иртнĕ çул Патăрьелĕнчи “Новый мир” ертÿçипе А.Хлебниковпа ĕçленĕччĕ. Кăçал та вĕсемпех калаçса татăлнă.

– Суту-илÿре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем çинчен те манмастăр пулĕ-ха;

– Вĕсем пирĕн наставниксем. Вĕсене хамăр хушăмăртан кăларса пăрахма юрамасть. Вĕсем пире çул кăтартса пырса, суту-илÿри кăткăслăхсене алла илме пулăшнă. Çакăншăн пысăк тав вĕсене. Ун пеккисем пирĕн 12 çын. Чи аслăраххи Осипова Валентина Ильинична 62 çулта. 36 çул таса чĕрепе парăнса ĕçленĕ вăл суту-илÿре. Пенсионерсемпе эпир çулталăкне виçĕ хутчен савăнăçлă лару-тăрура тĕл пулса калаçатпăр. Хаклă парнесемпе чыслатпăр. Май килнĕ таран хамăр енчен пулăшма тăрăшатпăр.

– Алексей Никандрович, Сире ăшă калаçушăн пысăк тав. Малашне те ĕçри йывăрлăхсене парăнтарса пырса, тухăçлă ĕçлемелле пултăр.

– Çапла пултăр.

Н.ВОЛКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика