АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шалăва вăхăтра памалла

17 мая 2008 г.

Патăрьел район прокуратури ĕçлев законодательствине мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслесех тăрать. Уйрăмах предприятисемпе организацисенче ĕç укçи вăхăтра тÿленине тимлĕх уйăрать. Çавна май шалу парăмĕсем пирки кăтартусем илессине йĕркене кĕртнĕ. ЧР Госкомстачĕ пĕлтернĕ тăрăх, районти предприятисемпе организацисенче 2008 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне шалу парăмĕсем пулман.

Анчах та тулли мар яваплă “Общепит Батыревский” пĕрлешĕве тĕрĕсленĕ чухне РФ Ĕçлев кодексĕн 136-мĕш статйин 6-мĕш пунктне пăсни палăрнă. Унта ĕç укçине кашни çур уйăхра шалти ĕç йĕркин правилисемпе, коллективлă килĕшÿпе, ĕç килĕшĕвĕпе палăртнă кун памалли çинчен каланă. Кунта вара уйăхра пĕрре çеç панă.

Предприятире РФ Ĕçлев кодексĕн 136-мĕш статйин 1-мĕшпе 2-мĕш пункчĕсене те пăснă: расчет хучĕн формине çирĕплетмен, ĕçлекенсене шалу мĕнле пайсенчен тăнине пĕлтермеççĕ, мĕн чухлĕ тата мĕншĕн тытса юлни, алла мĕнле сумма илмелли паллă мар.

Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх прокуратура предприяти директорĕ Л.Шакмакова пирки административлă ĕç пуçарнă, саккуна пăснине тÿрлетме представлени тăратнă.

Кăçал 2008 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне район прокуратури шалу тĕлĕшпе 17 тĕрĕслев ирттернĕ. Вĕсемпе никĕсленсе предприяти ертÿçисене 6 представлени тăратнă, тÿлесе ĕлкĕреймен шалу пирки суда 204 заявлени янă, 12 протест панă, 3 административлă ĕç пуçарнă. Ĕçлев законодательствине пăснă пĕтĕм ертÿçĕсенчен ĕçлев ушкăнĕнче отчет итленĕ.

Прокуратура шалу тÿлес ыйтăва малашне те кун йĕркинче тытĕ.

В.ПУТЯКОВ, район прокурорĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика