АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян тумалла, ыран кая юлать

17 мая 2008 г.

Çанталăк уяр та шăрăх тăрать. Хăçан нÿрĕк ÿкессине никам та тĕплĕн калаймасть. Тăпрара нÿрĕк питĕ сахал тата хăвăрт пăсланса пĕтет. Çум курăкĕ çавах шăтать, ÿсет, культурăллă ÿсен-тăрансен апатне хăй çине туртса илет, пысăк сиен кÿрет. Сиенлĕ хурт-кăпшанкăна ĕрчеме, сиен кÿме те условисем питĕ лайăх.

Кун пек чухне ăçта çăлăнăç шырамалла-ха; Уяр та шăрăх çанталăк условийĕсенче хими препарачĕсемпе (инсектицид) ытларах каçлă-ирлĕ ĕçлемелле. Шăрăх çанталăкра сапнă им-çам çилпе çĕр çине, çум-курăк çине çитичченех пăсланса пĕтме пултарать. Çавăнпа та шыв пайне 300-350-400 литр таран ÿстер-мелле.

Агротехника мероприятийĕсемпе анлă усă курмалла. Калчасене çăмăл тата вăтам виçеллĕ сÿресемпе сÿрелемелле. Ĕлĕкрех ăна “типĕлле шăвару” (сухой полив) теттĕмĕр. Сÿренин усси нумай енлĕ: çуркаланнă çĕре лайăхлатать, нÿре сыхласа хăварать, шăтса тухайман, тымарланман çум-курăксене 50-60 процент таран пĕтерет. Сиенлĕ хурт-кăпшанкăн çулçăсем çине хунă çăмартисене, çăмартаран тухнă личинкăсемпе гусеницăсене 30-40: таран сахаллатать.

Хурт-кăпшанкă, уйрăмах йĕрлĕ пăрçа (полосатая хлебная блоха) шăтса тухнă çурхи тулла, урпана, уйрăмах çак анасем кĕрхи калча, нумай çул ÿсекен курăк, хÿтлĕх вăрман, пăсман çĕрсем çывăхĕнче вырнаçнă пулсан, пысăк сиен кÿрет. Вĕсене çемçе апат кирлĕ, кĕрхисем хытса пыраççĕ.

Шăрăх çанталăкра пĕр тăваткал метрта – 30-40 пулсан, хими препарачĕсемпе пĕрĕхмелле, 300-400 литр шывра “Кинмикс-0,2-0,3, “Альфа-ципи” – 0,1, “Каратэ” – 0,2, “БИ-58 (новый)” – 1,2 ирĕлтермелле. Шĕвек 1 гектара çитет.

Рапс шăтса тухнă тухманах 100 тĕмрен 5-10-шĕ çинче 12 хĕреслĕ пăрçа (крестноцветная блошка) пулсан “Альфа-ципи” – 0,1-0,15, “Ди-68” – 0,6, “Малахит” – 0,6-0,8, “Фастак” – 0,1-0,15, “БИ-58” – 0,6 литр е килограмм 1 гектар çине сапмалла.

Чĕкĕнтĕр анин 1 тăваткал метрĕнче 6 нăрă (долгоносик) пулсан (ЭПВ), “Актелик” – 1, “Фьюри” – 0,15, “БИ-58” – 0,5-0,9 литр гектар çине сапмалла.

Пăрçа, вика ани çинче 1 тăваткал метрта 10 е ытларах вăрăмсăмса (долгоносик) пулсан, ана хĕррисене е лаптăкăшпех “Каратэ” – 0,1-0,125 литр 1 гектар çине сирпĕтмелле.

Вăрлăхлăх люцерна, клевер, козлятник анисене “Корбофос” (Фуфанон) – 0,2-0,6 (люцерна), “Кинмикс-0,3-0,4 (люцерна) “Золон” – 3 (клевер), “Актеллик” – 0,8 (козлятник) 300-400 литр шывра ирĕлтерсе 1 гектар çине сапмалла. Çак ĕçе хĕвел аннă хыççăн е хĕвел тухиччен, сывлăш температури 15-18 градусран хăпариччен, çил хăвăртлăхĕ 3-5 мŸсек иртиччен йĕркелемелле.

Ĕçе хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пурнăçамалла.

В.БАЗМАНКИН, районти “Россельхозцентрăн”  аслă специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика