АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Православи календарĕн паллă кунĕсем (2008 ç.)

17 мая 2008 г.

2 – Турă Амăшĕн “Чĕрĕлĕх çăлкуçĕ” ятлă турăшне кĕлтумалли кун. Мускав çĕрĕнчи хăватсем тăвакан Матрона (1952 ç.в.).

3 – Мăнкун çăкăрĕсене кĕлтуса вакланă хыççăн валеçмелли кун. Мăнкун эрнин вĕçĕ. Алтарь алăкĕсем хупăннă кун.

4 – Антипасха (кĕçĕн Мăнкун). Фома апостол.

6 – Вилнисене асăнмалли кун. Пысăк асапсем тÿссе вилнĕ тăшмансене çĕнтерекен Георгий.

7 – Асап тÿссе вилнĕ Валентин.

8 – Евангели çыракан апостол Марк.

9 – Аслă Пермь çĕрĕнчи халăхсене Христос тĕнĕпе çутăлтарнă святитель, Стефан епископ. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче пуç хунă çар çыннисене асăнмалли кун.

11 – Христос тупăкĕ патне миро çăвĕ илсе пыракан хĕрарăмсене асăнмалли вырсарникун. Христоса ĕненекен хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери уявĕ.

13 – Кавказ епископĕ Игнатий (Брянчанинов) святитель.

15 – Асап тÿссе вилнĕ Бориспа Глеб ÿчĕсене куçарни.

16 – Киеври таса пурăнăçлă Феодосий игумен.

18 – Асапсем тÿссе вилнĕ Ирина. Турă Амăшĕн “Неупиваемая чаша” ятлă турăшне кĕлтумалли кун.

21 – Мăнкунпа Троица хушшинчи çурма çул (Преполовение). Евангели çыракан Иоанн Богослов апостол.

22 – Хăватлă ĕçсем тăвакан Николай святитель ÿтне куçарни.

24 – Славян халăхĕсене Христос тĕнне вĕрентсе çутăлтарнă Кириллпа Мефодий.

25 – Поляксенчен асап тÿссе вилнĕ Мускавпа Раççей патриархĕ Ермоген.

28 – Углич хулинче асап тÿссе вилнĕ Димитрий царевич (1591).

31 – Пĕтĕм тĕнчери 7 собора хутшăннă святойсене асăнмалли кун.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика