17 мая 2008 г.
Çу кунĕсем çитнĕ май ял çыннине кĕтÿ ыйтăвĕ те хумхантарать. Çакна шута илсе эпир Шăмăршă лесничествипе çыхăнтăмăр. Акă, мĕнлерех хурав пачĕç вăрман ĕçченĕсем.
Мăйракаллă шултра выльăхсене вăрманти касма хатĕрленĕ делянкăсене тата выльăх çÿретме ятарласа уйăрнă вырăнсене кĕртме чармаççĕ. Анчах та эрозирен сыхлакан вырăнсене, ял çывăхĕнче вырнаçнă вăрмансенче (ялсен симĕс зонисем) кĕтÿ çÿретме пачах та юрамасть. Вăрманăн çĕнĕ саккунĕпе (Лесной Кодекс РФ, 04.12.2006 ç., " 200-ФЗ, 25.74 статья) кĕтÿ кĕтмелли вырăна аукционра çĕнтерсе илмелле. Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе килĕшсе татăлса, вăрманти суйласа илнĕ лаптăка аренда валли аукционра çĕнтерсе илес пулать. Кун пирки ял тăрăх пуçлăхĕсем мĕнле документсем хатĕрлемеллине Шăмăршă лесничествине çак телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ: 88354635274. Çак телефон номерĕпех вăрманта утарсем лартас пирки те ыйтса пĕлме пулать.
В.КУДРЯШОВ, вăрман чĕртаварĕн ресурсĕсем енĕпе ĕçлекен инженер