21 мая 2008 г.
улшăнчĕ, юррисем те урăхланчĕç. Çурт-йĕрне те атте пулăшăвĕпе çеç лартаймăн. Юрать-ха патшалăх кредит, ссуда парса пулăшать. Чăваш Республики нумай çул ĕнтĕ пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе çĕр-шывра лидерсен шутĕнче. 2007 çулта Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе 1 миллион тăваткал метр чикĕ урлă каçрĕ, пĕр çын пуçне хута каякан лаптăк вара 0,78 тăваткал метрпа танлашрĕ. 2008-2010 çулсенче 30 пине яхăн çемье хăйĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатать.
2008 çулта “Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çум программăпа килĕшÿллĕн федераллă бюджетран 287,1 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Районта та çак ĕç кал-кал пырать. Пĕлтĕр “Яла 2010 çулччен социаллă аталантарасси” федераллă программăпа килĕшÿллĕн 10 çемье çурт-йĕр çавăрма е туянма тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче тăрăшакан çамрăк специалистсене те пÿрт тунă чухне 5,5 миллион тенкĕлĕх субсиди панă.
Пĕтĕмĕшле вара пĕлтĕр тĕрлĕ программăпа çурт-йĕр çавăрма е туянма каялла тавăрса памалла мар 15 миллион тенкĕ субсиди илнĕ.
Çак уйăхра çеç “Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ытти районсем усă курман укçа-тенкĕ шутĕнчен 3 çамрăк специалист çемйине çурт-йĕр çавăрма тата пурăнмалли хваттер туянма каялла тавăрса памалла мар субсиди панă.
2007 çулта çак программăпа 23 çемье пурăнмалли условине лайăхлатнă. Вĕсем каялла тавăрса памалла мар 7 миллион та 136 пин тенкĕ субсиди илнĕ. Çав шутра 13 çамрăк çемьене 5 миллион та 436 пин тенкĕ панă, 3 миллион та 106 пин тенки – вырăнти бюджетран.
В.МАЛЬЦЕВА.