21 мая 2008 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов кун йĕркине лартнă кашни ыйтупах çирĕп йышăнусем тумаллине каланă. Чăн малтанах планеркăра чрезвычайлă лару-тăру енĕпе районта ĕçсем мĕнле пынине тишкернĕ. Çуллахи шăрăх кунсем пуçланнăран, вут-кăварпа уйрăмах асăрхануллă пулмаллине каланă.
Канашлура çул-йĕр çинчи, çул айккинчи, урамсенчи тирпейлĕх (уйрăмах район центрĕнчи), пĕр-лĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем вăхăтĕнчи çирĕп йĕркелĕх пирки те ыйтусене çивĕчлетнĕ. Хальхи вăхăтра район больници çумĕнчи хушма корпуса хута ярас тĕллевпе территорине тирпей-илем, хăтлăх кĕртес ĕç пырать.
Планеркăрах районти криминаллă, демографи лару-тăрăвĕ, ял хуçалăх ĕçĕсем епле пынине те пĕтĕмлетнĕ.
(Хамăр корр.).