АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Президентран мĕн кĕтетпĕр

21 мая 2008 г.

В.Кузнецов, Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Раççейĕн виççĕмĕш Президенчĕн инаугурацине тимлĕн сăнарăм. Президент полномочийĕсене 42 çулти Дмитрий Медведев йышăнчĕ. Мĕн кĕтетпĕр-ха эпир çĕнĕ те çамрăк патшаран; Чăн малтанах пурин пурнăçĕ те паянхинчен япăх ан пултăр. Пире, чăн малтанах çĕр ĕçĕпе тăрăшса пурнăçа сыпăнтарса пыракансене, ял хуçалăх отрасльне малалла аталантарас, кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесе тимлĕх уйăрни, пур енлĕ пулăшни кирлĕ. Ку тĕлĕшпе, паллах, унчченхи Президентăн тĕрлĕрен программа, наци проекчĕ пур. Вĕсемпе çĕнĕ Президент тата витĕмлĕрех ĕçлессе шанатăп. Сăмахран, хальхи вăхăтра пирĕн ял тăрăхĕнче пурăнмалли условисене лайăхлатас, çĕнĕ çурт-йĕр çавăрас тесе 38 çамрăк (35 çулччен) çăмăллатнă кредит илме черетре тăрать. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ çывăх вăхăтрах банк урлă икĕ миллиона яхăн укçа илĕ.

Таса шывпа, çул тăвассипе çыхăннă ыйтусене те пĕчĕккĕн тирпейлесе пыратпăр. Август уйăхĕнче, сăмахран, Сăкăтра пĕр-ремĕш модельлĕ клуб уçăлĕ. Халĕ кунта хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Чылай полномочисене татса пама вырăнти влаçа шанса пани те лайăх тесе шутлатăп. Ку вăл пире халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеме, вĕсен пурнăçне тÿрремĕнех курма май парать. РФ Президенчĕн суйлавне те пирĕн ял çыннисем хастар, активлă хутшăнчĕç. Çакă, чăн малтанах çĕр-шывăн маларахри пуçлăхĕн политикине ырласа çĕнĕ Президента шанни, малашлăха ĕненни тесе шутлатăп.

М.Хафизов, районти эколог:

– Сахалах мар утса тухнă пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрне ас тăватăп. Ман шутпа, паян пуриншĕн те ытлă-çитлĕ пурнăç пултăр тесен вĕренсе тухса диплом илнĕ кашни çамрăка ĕçпе тивĕçтермелле. Тăрăшса ĕçлесен вара çĕнĕ технологисене те пурнăçа кĕртме пулать. Диплом илнĕ кашни аслă пĕлÿллĕ çын çĕр-шыва кирлĕ, усăллă специалист пултăр. Кашни ĕçлекен çын тивĕçлĕ шалу илтĕр. Çĕнĕ Президентран эпĕ чăн малтан çак ырă улшăнусем пуласса кĕтетĕп.

Г.Никитин, Кивĕ Ахпÿртри фермер хуçалăхĕн ертÿçи:

– РФ Президенчĕн постне Дмитрий Медведев çамрăк йышăннишĕн хĕпĕртетĕп. Çав вăхăтрах пирĕн пек пысăк çĕр лаптăкĕпе ĕçлекенсене, фермер хуçалăхĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсене аталантарма условисем туса парасса ĕмĕтленетĕп. Малта пыракан технологине ĕçе кĕртес тесен патшалăх енчен пулăшу кирлех. Çитĕнтерсе илнĕ продукцине вырнаçтарасси ял çыннишĕн, пирĕн пек фермерсемшĕн йывăр пулни те пысăк чăрмав. Çĕнĕ Президент çакнашкал ыйтусене шута илсен, ял çыннишĕн пысăк пулăшу пулĕ. Ун пек пулсан ырă малашлăха шанса ĕçлеме те кăмăллă.

В.Уруков, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕ:

– Çĕнĕ Президент маларах çак вырăнта ĕçленĕ Владимир Путин çул-йĕрне тытса пырса халăха пăшăрхантаракан ыйтусене тата ытларах татса парасса шанатăп. Эпир, вăр-çă ветеранĕсем, патшалăх енчен пире начар мар тимлĕх уйăрнăшăн савăнатпăр. Кăçалхи Çĕнтерÿ умĕн çеç, акă, республикипе 200 яхăн вăрçă инвалидне çăмăл автомашинăсем парнелерĕç. Вăл шутра пирĕн районтан тепĕр тăватă ветеран ăна илме тивĕçрĕ. Кашни вăрçă ветераннех çĕршер пин тенкĕ пулăшу укçи памалла тунине, 2010 çулччен кашни ветеранах пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли Указ йышăннине (çĕнĕ Президентăн пĕрремĕш Указĕ) тата ытти çăмăллăхсемпе усă курмалли мелсем туса панине епле ырламăн. Çавăнпа та эпĕ Дмитрий Медведев Президентăн малашлăхне шанатăп, ĕненетĕп.

Калаçусене А.ЕГОРОВА çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика