21 мая 2008 г.
“Раççей гражданĕсене – туянма май пур тата хăтлă пурăнмалли вырăн”, “Агропромышленность комплексне аталантарасси”, “Вĕрентÿ”, “Сывлăх” наци проекчĕсене пурнăçламалли никĕсе тивĕçлĕ федераллă тата регионсенчи программăсене хывнă. Çавăнпа та наци проекчĕсене патшалăхăн ĕç тăвакан, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, вĕсенче ĕçлекенсем саккунсене, граждансен ирĕклĕхĕсемпе прависене туллин пăхăнмасан ăнăçлă пурнăçлама çук. Çакна вара прокуратура сăнаса тăрать.
Патăрьел районĕн прокуратури те наци проекчĕсене пурнăçлас ĕçре саккунлăха мĕнле пăхăннине тăтăшах тĕрĕслет.
Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕрĕслени çакна кăтартса пачĕ: хушма тÿлевсене кĕртменнипе ĕçлекенсене 2007 çулхи отпуск укçине тÿлесе татман. Ку фактпа РФ прокуратури медицина ĕçченĕсем валли 350079 тенкĕлĕх 39 тавăç тăратнă. Вĕсене пăхса тухса татса панă.
Вĕрентÿ учрежденийĕсенче класс ертсе пынăшăн тÿлессинче нумай кăлтăксем тупса палăртнă. Тÿлевсене мĕн чухлĕ ĕçленине шута илмесĕр панă е хăш-пĕрисене сăлтавсăр ÿстерсе тÿленĕ.
Çÿлерех асăннă саккуна пăснă тĕслĕхсем бухгалтери специалисчĕсем хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаннипе пулнă.
Патшалăх конкурссенче панă пулăшупа туяннă оборудованипе саккунсăр усă курнă тĕслĕхсене те тупса палăртнă. Сăмахран, компьютерсемпе оборудованисен пĕр пайне директор, администраци персоналĕн кабинечĕсене вырнаçтарнă та вĕренÿре усă курман.
Район прокуратури çак фактсем тăрăх саккуна пăснине чарса лартма представленисем панă.
Патăрьел район администрацийĕ çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăн туянма субсидисем панă çĕрте Правилăна пăснă тĕслĕхсене тупнă. Вĕсем пирки те прокуратура саккуна пăснине чарса лартма кăтартусем панă.
В.ЯГУДИН, I класлă юрист, район прокурорĕн çумĕ.