21 мая 2008 г.
Патăрьел район сучĕ Кзыл Камышра пурăнакан Ф.Н.Бурганов ĕçне пăхса тухнă. Вăл, “Дуслык” ял хуçалăх кооперативĕ председателĕнче ĕçлекенскер, хуçалăх кассинчен 2000 тенкĕ укçа илнĕ, унпа хăйшĕн усă курнă, хуçалăха сиен тунă. Ф.Бурганов ĕç вырăнĕпе усă курса ют пурлăха хапсăннине йышăннă. Ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 3-мĕш пайĕн 160 статйипе айăпланă.
1-мĕш участокри миравай судра Вăтаелĕнче пурăнакан И.А.Кадкинпа А.И.Кудрявцев ĕçне тишкернĕ. Вĕсем З.С.Егорова килне çĕмĕрсе кĕнĕ, прака ĕçсе ирччен çывăрнă. А.Кудрявцев Туçари В.П.Кудряшова килĕнчен “Микма-100” электробритва вăрланă. Вĕсем судра иккĕшĕ те хăйсен айăпне йышăннă. И.Кадкина РФ Уголовнăй Кодексĕн 1-мĕш пайĕн 139 статйипе, А.Кудрявцева 1-мĕш пайĕн 139 статйипе, 1-мĕш пайĕпе тата 158 статьяпа явап тыттарнă.
О.Б.Горбунов, “Колос” колхоз председателĕнче ĕçлекенскер, колхоз укçипе хăй çине хунă штраф тÿленĕ, çапла майпа хуçалăха сиен кÿнĕ. Ун хыççăн татах колхоз кассине кĕнĕ – хăй çине хунă 3000 тенкĕ штрафа тÿлесе янă. О.Горбунов хăйĕн айăпне йышăннă. Тăкака саплаштарнă. О.Б.Горбунова район сучĕ РФ Уголовнăй Кодексĕн 3-мĕш пайĕн 160 статйипе айăпланă.
2-мĕш участокри миравай суд “Надежда” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçин В.П.Кутузовăн ĕçне пăхса тухнă. Вăл Патăрьел ял вăрман хуçалăхĕн 5-мĕш кварталĕн 2 тата 4 выделĕсенчи хырсене кастарнă. Çав йывăçа кооператив ĕçченĕсене шалу, ача пособийĕ шучĕпе, пушарта сиенленнĕ хуçалăха панă, урăх çынсене сутнă тĕслĕхсем те пулнă. В.Кутузов хăйĕн айăпне йышăннă, ÿкĕннĕ. Ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 3-мĕш пайĕн 260 статйипе айăплă тесе йышăннă.
В.КОННОВ,
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçин çумĕ.