21 мая 2008 г.
Патăрьелĕнчи ача сачĕн коллективĕ çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывма тăрăшать. Ашшĕ-амăшĕ ача садĕнчи мероприятисене хутшăнсах тăрать. Ку хутĕнче унта “Уçă алăксен кунĕ” иртрĕ. Çавна май ашшĕ-амăшĕ занятисене хутшăнчĕ. “Мăнкун” уявне курчĕ. Воспитательсем çемьере воспитани парас ыйтупа калаçу ирттерчĕç. Каç кÿлĕм музыка залĕнче “Çичĕ хут çиччĕ” конкурс пулчĕ. Унта Пласкинсен, Сельцовсен, Паймуковсен, Сафьяновсен çемйисем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. “Çемье презентацийĕ”, «Музыка шкатулки», “Çемье кухнин вăрттăнлăхĕсем” интереслĕ иртрĕç. Ача сачĕн воспитанникĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Залра “Манăн çемье” ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсне йĕркеленĕ. “Манăн йăх тымарĕ” стендпа паллашма кăмăллă пулчĕ. Пласкинсем, Лапинсем, Ефремовсем, Филипповсем несĕл тымарне тĕплĕн тĕпченипе палăрчĕç. Мероприятие районти ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем хутшăнчĕç, ашшĕ-амăшне вулавăша килнĕ çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕç.
Н.ТУКМАКОВА,
ача садĕн заведующийĕ.