АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар ан кăтарттăр тип шар

21 мая 2008 г.

“Инкек куçа курăнса килмест”, – тенĕ ваттисем. Анчах пур чухне те мар тесе калас килет. Пушар, сăмахран, ытларах чухне çынсем тимсĕр, урĕк-сÿрĕк пулнипе тухать, калама çук пысăк инкек кÿрет. Пĕр самантрах кил-çуртсăр, ĕмĕр тăршшĕпех пухнă пурлăхсăр, выльăх-чĕрлĕхсĕр тăрса юлма пулать. Пушара пула тăванĕсене, çывăх çынсене çухатнине вара нимĕнпе те тавăраймăн.

Иртнĕ виçĕ уйăхра пирĕн районта 14 пушар пулнă, вĕсем 1967898 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Пушарта 4 кил-çурт тĕпĕпех кĕлленнĕ, 8-шĕ пушарпа сиенленнĕ, пĕр техника пушарта тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă, 3-шĕ пушарпа айăпланнă. Пушарсенче 4 çын пурнăçĕ татăлнă. Вĕсен сăлтавне тĕпченĕ май çакă палăрчĕ: пушарсем ытларах юсавсăр кăмакасемпе усă курнине пула тухаççĕ. Юсавсăр электрооборудованипе усă курнине пула 5 пушар тухнă, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран, вут тĕртнĕрен 2 пушар пулнă.

Çанталăк ăшăтнă май пурте кил-çурт йĕри-тавра тасатма тытăнчĕç, пур çĕрте те çÿп-çап çунтараççĕ, йĕри-тавра типнĕ курăк иккенне те пăхмаççĕ, çил кил-çурт еннелле вĕрнине те сăнамаççĕ, чĕртсе яраççĕ те çунтараççĕ. Вăрмансенче те вут-çулăмпа тирпейлĕн усă курмалли çинчен манатпăр, пысăк инкек пулма пултарассине те шутламастпăр. Чĕртнĕ вут умĕнчен каяс марччĕ, юлашкисене шывпа, тăпрапа сапса сÿнтермелле. Ачасене хăйсем тĕллĕн çÿп-çап çунтарма ирĕк памалла мар, вăрман хĕррисенче кăвайт чĕртме юраманни çинчен те асăрхаттарсах тăмалла.

Юлашкинчен çакна хушса калас килет. Çут çанталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те вут-кăвар пысăк инкек кÿме пултарать. Çавăнпа та унпа яланах асăрхануллă пулмалла.

Н.СЕЛИВАНОВА,

пушар хуралĕн инструкторĕ.

Н.НАЗАРОВ,

пушар хуралĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика