21 мая 2008 г.
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче мала тухмалли виçĕ тапхăрлă велоăмăрту вĕçленчĕ. Пĕрремĕш тапхăрĕ Турханта, иккĕмĕш – Çĕньялта, виççĕмĕшĕ Нăрваш Шăхалĕнче иртрĕç.
Çĕньялти ăмăрту “умсăмах” евĕр пулчĕ. Урăхла каласан, кĕске дистанцисенче ăмăртрĕç. Чи çамрăккисем, 1988 çулта çуралнисем е кĕçĕнреххисем, 3 çухрăмлă хушăра тупăшрĕç. Унчченхи пекех кунта чи пултаруллă хĕр ачасем – М.Егорова (Турхан), Мулендеева, О.Михайлова (Н.Шăхальсем). Çак çулти арçын ачасенчен чи вăйлисем Турхансем: П.Лябуков, Дм. тата Ст. Осиповсем.
1996-1997 çулсенче çуралнисен хушшинче 5 çухрăмлă хушăра чи лайăх вăхăтпа Е.Елимова (Çĕньял) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вăхăт А.Данилова (Турхан) кăтартрĕ, виççĕмĕш – С.Михайлова (Н.Шăхаль). Çак çулхи арçын ачасем те çав дистанцирех вăй виçрĕç. Кунта малтан кĕтнĕ пекех А.Раськин (Вăрманхĕрри Шăхаль) финиша малтан çитрĕ. Иккĕмĕш – В.Афанасьев (Нăрваш Шăхаль), виççĕмĕш Р.Макаров (Çĕньял) пулчĕç.
1994-1995 çулсенче çуралнисем те çак 5 çухрăмлă дистанцирех ăмăртрĕç. Чи пултарулли унчченхи пекех М. Емельянов (Çĕньял) пулчĕ. Ун хыççăн финиш йĕрне А.Матвеев (Вăрманхĕрри Шăхаль), Н.Елимов (Çĕньял) виççĕмĕш касрĕç.
Хĕр ачасенчен çак хушша чи хăвăрт вĕçлекеннисем – М.Филипповăпа И.Петрова (Вăрманхĕрри Шăхальсем). Виççĕмĕш вырăнта Пазитова (Çĕньял).
Юлашкинчен 1992-1993 çулсенче çуралнă арçын ачасем ăмăртрĕç. Кунта республика шайĕнчи ăмăртусенче те хутшăннă, чылай паха опыт пуçтарнă велосипедист А.Еразумов (Нăрваш Шăхаль) чи пултарулли пулчĕ. Ун хыççăн финиша Е.Григорьев тата А.Егоров (Вăрманхĕр-ри Шăхальсем) çитрĕç.
Çак “умсăмах” хыççăн тепĕр куннех Вăрманхĕрри Шăхалĕнче юлашки, виççĕмĕш тапхăр иртрĕ. Кунта çамрăк велосипедистсем самай инçе дистанцисенче ăмăртрĕç. Чи кĕçĕннисем 5 çухрăмлă хушăра тупăшрĕç. Вĕсем стартран пурте харăс хускалса кайрĕç. Финиша чи малтан М.Егорова (Турхан) çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче А.Мулендеевăпа О.Михайлова (Нăрваш Шăхальсем). Арçын ачасенчен чи чăтăмлисем турхансем пулчĕç. Чемпион ятне П.Лябуков çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Д.Осиповпа С.Осипов. Çаксенчен аслăраххисем 7 çухрăмра тупăшрĕç. Финиша чи малтан А.Данилова çитрĕ, ун хыççăнах С.Михайловăпа И.Петрова та финиш йĕрне касрĕç.
Арçын ачасем 21 çухрăмлă дистанцире вăй виçмелле. Çак çăмăлах мар хушша А.Раськин (В.Шăхаль) чи малтан вĕçлерĕ. Ун хыççăн вунă секундран финиш йĕрне
В. Афанасьев (Н. Шăхаль) касрĕ. Виççĕмĕш вырăнта
З. Егоров (Турхан).
Çак хушăрах хĕр ачасем те тупăшрĕç. Кунта М.Филиппова (В.Шăхаль) пурне те тĕлĕнтерчĕ, чемпионка пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вăхăт И.Петрова (В.Шăхаль) кăтартрĕ, виççĕмĕшĕнче Пазитова (Çĕньял).
Чи аслисем 28 çухрăмлă хушăра вăй виçрĕç. Чи чăтăмли кунта А.Еразумов. Вăл чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Икĕ секундран финиша Е.Григорьев çитрĕ, тепĕр икĕ секундран – А.Егоров.
Çапла вара çамрăк велосипедистсен шоссе çинчи ăмăртăвĕсем вĕçленчĕç. Халĕ вĕсем Шупашкарти маунтинбайк ăмăртăвне хатĕрленме пуçларĕç.
В.БОРОДКИН.