21 мая 2008 г.
Хирти Пикшикре пурăнакансенчен чылайăшĕ Ярославль облаçĕнчен куçса килнĕ пулнă. Çакна ĕç ветеранĕ З.Даутова хăйĕн аса илĕвĕсемпе çи-рĕплетет. Малтанхи иккĕленÿллĕ шухăшсене Ярославль тутарĕ Камиль Хайруллин 1996 çулта радиопа тухса калаçнă чухне сирнĕ.
З.Даутова – тăван тутар чĕлхи вĕрентекенскер, тутар чĕлхин уйрăмлăхĕсене лайăх пĕлет. Çавăнпа та вăл радиопа калаçаканăн чĕлхине тимлĕн тишкернĕ, вăл пирĕн патри диалектран нимпе те уйрăлса тăманнине палăртнă. Вăл ватă çынсенчен çакна та илткеленĕ: “Пирĕн аслă асаттесемпе асаннесем Ярославль, Кострома тăрăхĕсенчен”.
Хирти Пикшик вырнаçнă вырăнсене ĕлĕк “тискер уй” тенĕ (кыргый кир, шикле кир). Ял ятĕнче çакă вырăн тупнă пулмалла. Ку шухăша çирĕплетекен ытти тĕслĕхсем те пур: Шурут çырми (Шурут ялĕ), Киндырма çырми (Киндырма ялĕ, Комсомольски районĕ), Яманчурел çырми (Яманчурел ялĕ, Елчĕк районĕ).
Урăх шухăш та пур. Ĕлĕк-авал пирĕн тăрăхра хура вăрман кашланă, вĕсенче “вăрман çыннисем” пурăннă. Вĕсем усаллăхпа, чеелĕхпе палăрса тăнă, иртен-çÿрене çаратнă. Çав çынсене “подозрительнăй çынсем” тесе те каланă (Бик Шиклелер). Пурăна киле вăрман пĕтнĕ. Хирти Пикшик ял ячĕ çавăнтан та тухнă пулмалла.
Хирти Пикшик Зирекле çырма хĕрринче вырнаçнă, вăл Аккына çырмине юхса кĕрет (Пăлан хальхи ячĕ). Вырăнти çынсем Пăлана Аккына тенĕ. Пĕвесенче çырман тĕпĕ курăннă – питĕ таса пулнă кунти шыв. Çавăнпа Аккына тесе хисепленĕ Пăлана.
Шел пулин те, ял ятне хăçан хунине çирĕплетекен документсем, малтанхи çынсен аса илĕвĕсем çук. Ваттисем каланă тăрăх, ял 16-мĕш ĕмĕр варринче пулса кайнă. Çакна çирĕплетекенни – виçĕ тулли масар.
Хусан ханствине вырăс патшалăхĕ пăхăнтарнă хыççăн мăсăльман ялĕсене тĕне кĕнĕ тутарсене куçарма пуçланă. Вĕсем вара, тĕне кĕнĕ пулсан та, хăйсен вилнĕ тăванĕсене мăсăльман масарĕсене пытарнă. Ун чухне тĕнсем пĕр-пĕринпе хирĕçÿллĕ пурăннă. Мăсăльмансене çакă килĕшмен. Вĕсем вара малтанхи масарĕсене хăварса урăххи уçнă. Пĕрремĕш масара тишкерсен çакă курăнать: кунта мăсăльман, христиан вил тăприйĕсен паллисем те, пушă вырăнсем те пур.
Тутар-мăсăльмансем иккĕмĕш масара Зирекле çырми хĕрринче, ялăн хĕвел тухăç енче уçнă, мĕншĕн тесен вĕсене саккунпа çĕр паман-ха тата пĕрремĕш масарта вырăнсем чылай пулнă.
Хирти Пикшикпе юнашарах хĕвел анăç енче чăваш ялĕ вырнаçнă. Унти 9 хуçалăх куçса кайсан вăл пĕтнĕ. Çыннисем вара Канаш районĕнчи Кĕçĕн Пикшик тата Аслă Пикшик ялĕсенче никĕсленнĕ.
Çапла вара тутар-мăсăльмансем иккĕмĕш масара ирĕксĕрех акма юрăхсăр çĕрте, çырма хĕрринче уçнă. Халăхра вара масара хĕвел тухăç е кăнтăр енче уçни çамрăксем нумай вилессине пĕлтерекен сăмах çÿренĕ. Çакă 17-мĕш ĕмĕр варринче пулнă.
Виççĕмĕш масар валли çĕр лаптăкне 1861 çулхи реформа хыççăн касса панă. Унăн лаптăкне 1992 çулта пысăклатнă. Хушма лаптăк çине чи малтан Фирдус Камалетдинова пытарнă. Вăл 1995 çулта Чечняра пуçне хунă.
Пурăна киле куçса килнĕ христиансем те мăсăльманланнă. Çавна май пурне те пĕр масара пытарма пуçланă.
1903 çулта пысăк çĕрсем илес тесе 19 арçынпа 3 хĕрарăм Тăрăн чиркĕвĕнче тĕне кĕнĕ. Тăрăн чиркĕвĕн çакăн пирки калакан отчечĕ Ульяновскри Тĕп архивра упранать. Тĕне кĕнĕ тутарсем çĕнĕ масар уçнă. 1903 çулта илнĕ çĕрпе вĕсем 1936 çулччен усă курнă.
1930 çулта коллективлă хуçалăхсем йĕркелеме пуçланă. Чи малтан унта ялти Закиров Сабирзян, Кисеев Зиатдин, Вахитов Келимулла, Земдиханов Алиулла, Алимов Загит, Минебиян, Усманов Сеитботал, Усманов Гэрэй, Хамдеев Салахутдин, Чебенев Салахутдин, Чебенев Алялдин, Чебенев Зинетулла, Чебенев Ямалетдин, Чинкина Мамура, Яраханов Низаметдин, Тухветуллов Шакур кĕнĕ. Ертÿçи пулма Сергачран килнĕ Ахмет Хосеиншин учителе суйланă.
1750-1754 çулсенче Хирти Пикшик Хусан кĕпĕрнине, 1754-1865 çулсенче Оренбург облаçне, 1865 çултанпа Чĕмпĕр кĕпĕр-нинчи Пăва уесĕнчи Шăнкăртам вулăсне кĕнĕ.
1920 çултанпа Хирти Пикшик ялне Шăнкăртам районĕпе Чăваш автономи облаçне кĕртнĕ. Ун чухне ку район шутĕнче пĕтĕм тутар ялĕсем тăнă.
40-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тутар районне пĕтерсе тутар тата чăваш ялĕсене кĕртсе Шăнкăртам районĕ туса хунă. Вăрçă хыççăн Хирти Пикшик Чкаловски районне, 1959 çултанпа Патăрьел районне кĕрет.
I Елизавета патша вăхăтĕнче ислам тĕнне, мăсăльман тĕнне йышăннă язычниксене хĕсĕрленĕ. Çавăнпа мулласем вăрттăн ĕçленĕ. 1754-1756 çулсенче Габдулла Ганиев ертсе пынипе восстани сиксе тухнă (Батырша восстанийĕ). Пăлхавçăсем тĕн ирĕклĕхĕ пирки, хĕсĕрлеве чакарма ыйту лартнă. 1779 çулта Оренбургра магометансен пухăвĕ иртнĕ. Унта Хирти Пикшике мулла янă. Вăл кунта нумайлăха вырнаçнă. Çавăнпа ăна “Это осел – бу урнашты” тесе ят панă (Бурнаш мулла).
1780 çулта пĕрремĕш мечĕт уçнă. Вăл çунса кайнă теççĕ, унăн минаречĕ те пулман.
1830-1836 çулсенче Абдулхаким мулла минаретлĕ çĕнĕ мечĕт тăвассипе ĕçлеме пуçланă. Ăна малтанхинчен кăнтăрарах туса лартнă. Мечĕте 200-е яхăн арçын куллен çÿренĕ.
30-мĕш çулсенче мечĕте хупнă. 1956 çулта унта 3 класлă шкул тунă. 90-мĕш çулсенче халăх ыйтнипе ăна каллех мечĕт уçма панă. Храм 1995 çулта çĕнĕрен чĕрĕлнĕ, халĕ унчченхи вырăнтан хĕвел анăçнерех.
19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн ял Зирекле çырмин сулахай çыранĕнче вырнаçнă пулнă. 1882 çулта Абдулвалипе (Бурнаш муллан 3-мĕш ăрăвĕ) Шигабетдин 220 арçын ячĕпе Оренбурга иккĕмĕш мечĕт тума ирĕк илме кайнă. 1892 çулта çак ирĕке илнĕ. Вăл вырăнта хальхи Школьнăй урам вырнаçнă теме пулать. 1905 çулта Зирекле çырмин сулахай çыранĕнче виççĕмĕш мечĕт тума пуçлаççĕ. 1909 çулта унта пĕрремĕш муллана Бурнашов Ахмесафана янă. Ку мечĕт вырăнĕнче “Герой” колхоз правленине туса лартнă. Ăна 1988 çулта Рауф Ялалдинов бригадир чухне ĕçе янă.
1878 çулта халăха вĕрентес ĕçĕн Хусан округне туса хунă. Тĕллевĕ – ачасене вĕрентесси. Тутар-мăсăльмансем махаллие пĕрлешнĕ. Махаллире хăйĕн мулла, хăйĕн муэзин пулнă. Муэзин учитель ĕçне те туса пынă. Обязательнăй йĕркепе вĕрентесси çинчен указ тухсан юнашар чăваш ялĕсенче шкулсем уçăлнă. Тутар ялĕсенчи медресесене шкул тенĕ, çавăнпа шкул хăçан уçăлнине пĕлме çук. Çапах та ялта 1884 çулта шкул ĕçленĕ. Çакă Ульяновскри Тĕп архивра упранакан Шăнкăртам вулăсĕн отчетĕнчен курăнать. Çавăнпа та Хирти Пикшик шкулĕ 1884 çулта уçăлнă тесе шутлатпăр. Ун умĕн медресере те вĕрентÿ пынă. 1884-1900 çулсенче пĕрремĕш муэзин Алим Земдиханов пулнă.
1900 çулта патшалăх предмечĕсене – истори, арифметика, географи тата ыттисене вĕрентме тытăннă. Ку ĕçсене Пăва уесĕ янă Арифулла Алимов пурнăçласа пынă. Унăн квалификацийĕ “Муэзин-мугалим сообани” ятлă пулнă.
1910 çулта шкулта хĕр ачасене те вĕрентме пуçланă. Учительницăра Хуршидэ Бурнашева ĕçленĕ.
1918 çулта ялта патшалăх шкулĕ уçăлнă. Халитов Зимальдинпа Каштановсем хăйсен çурчĕсенче ĕçлеттернĕ ăна. Кунта учительре Алимов Загид Арифуллович тăрăшнă.
1931-1932 çулсенче пĕр сыпăклă шкула “Наримановская” тенĕ. 1932-1934 çулсенче – колхоз çамрăкĕсен шкулĕ, 1934 çултан – тулли мар вăтам шкул. Çапла вара пĕр сыпăклă шкултан çичĕ çул вĕренмелли шкул пулса тăнă. 1939-1940 çулсенче унта вĕренекенсен хисепĕ 421 ачана çитнĕ.
1976 çулта шкулăн типлă кирпĕч çуртне хута янă. 1977 çултанпа – Пикшик микрорайонĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.
Шкултан паллă çынсем чылай вĕренсе тухнă. Аса илер-ха вĕсене:
Фетхи Бурнаш – паллă писатель, драматург, репррессие лекнĕ, тĕрмере вилнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнине те пĕлеймен вăл. Унăн “Яшь йорэклэр” пьесине пур çĕрте те пĕлеççĕ;
Миначев Хабиб Миначевич. Хирти Пикшикре 1908 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Хуршидэ Бурнашева пулнă. 1933-1939 çулсенче Мускавра М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетра пĕлÿ пухнă, кайран хими наукисен академикĕ пулса тăнă. СССР Министрсен Совечĕн Патшалăх премине, Ленин орденне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, “Хисеп палли” орденсене тивĕçнĕ тĕнчипе паллă академик пирĕн ентешĕмĕр;
Расых Халиуллович Юсупов – çамрăк ăсчах, академик, ветеринари наукисен докторĕ, СССР Министрсен Совечĕн премийĕн лауреачĕ;
Чинкин Ахат Сиразетдинович – биологи наукисен докторĕ;
Юсупова Гелфия Халиулловна – биологи наукисен докторĕ;
Имадеева Эдия Миначетдиновна – ветеринари наукисен докторĕ;
Калмыков Багдат Миналимович – техника наукисен докторĕ;
Незеев Рамиль Ямалетдинович – экономика наукисен кандидачĕ;
Хамдеев Ришат Хабибуллович – ветеринари наукисен кандидачĕ;
Юсупова Сириня Минзагитовна – ветеринари наукисен кандидачĕ;
Маннуров Ильгиз Минзагитович – ял хуçалăх наукисен кандидачĕ;
Вахитов Рафик Келимуллович – Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ;
Калмыков Шагзят Миналимович – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ;
Халитов Фердинас Фазылзянович – Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ;
Калмыков Багдат Миналимович – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ;
Камальдинов Расых Ямалетдинович – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ.
Хăй вăхăтĕнче Хирти Пикшикри вăтам шкул музейне йĕркелеме нумай вăй хунă истори учительне Даутов Рафис Рахимулловича та ырăпа аса илетпĕр.
1929-1930 çулсенче шкул завучне Алимов Загид Арифовича тепĕр хут колхоз йĕркелеме хушаççĕ. Анчах хирĕççисем нумай пулнипе ĕç тухайман. 1931 çулта çапах та колхоз йĕркеленет. Çакна палăртмалла: ун чухне колхоз ертÿçисем питĕ тăтăш улшăннă. Тĕрлĕ çулсенче ăна çаксем ертсе пынă: Хусаиншин Ахмет, Тухфетуллов Шакур, Субханкулов Айнетдин, Яфизов Зарифулла, Хамдеев Хабибулла, Крымов Девлетша, Крымов Зариф, Яраханов Шейдулла, Яраханов Шейхаттар, Каштанов Фасхутдин.
1956 çулта хуçалăха ертсе пыма халăха парăннă çынна, патриота, Ленин орденĕн кавалерне Сармаев Энвер Зиатдиновича суйланă. Хăй ĕçленĕ тапхăрта вăл 5 яла пĕрлештерсе йĕркеленĕ “Герой” колхоза чапа кăларнă. Ăна республикăра лайăх пĕлнĕ. Вăл ертсе пынă çулсенче çаксем Тăван çĕр-шыв наградисене тивĕçнĕ:
Ленин орденне – Хамдеев Вазых Зарифуллович, Ĕç Мухтавĕн орденне тата медальсене – Атеев Арифулла Гиниятуллович, “Хисеп палли” ордена – Шамсутдинов Шейхулла Келимуллович, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне – Валиуллов Минулла Зарифуллович, Ĕç Мухтавĕн орденне – Сармаев Ахать Зиатдинович, Ленин орденне – Калмыков Минали Миначетдинович, Ямальдинов Касым Ямалетдинович...
Паллах, пурне те асăнса та пĕтереймĕн.
Çÿлерех асăннă ĕç паттăрĕсем каярах çеç чапа тухнă-ха. Анчах колхоз ура çине тăнă вăхăтсенче пăтăрмахсем чылай пулнă. Вĕсенчен пĕри – хĕрарăмсен восстанийĕ. Колхоз кĕлетне тулă кĕртсе хунă пулнă. Такам хуçалăха хирĕçле хыпар сарнă та хĕрарăмсем сенĕксемпе кĕлете кĕрсе тырра пайлама пикеннĕ. Пуçараканĕсене тупайманнипе Бугадярова Хасрниса Азизовнăна судпа айăпласа тĕрмене лартнă. Çĕнетÿ тапхăрĕнче унăн ятне тÿрре кăларчĕç. “Советская Чувашия” хаçатра пичетленĕ списокра куртăмăр хушаматне.
1884 çулта ялта çил арманĕсем лартма тытăннă. Пакрый, Исмаил, Чемеров, Азиз Ялдин арманлă пулса тăнă. Вĕсене кайран туртса илсе колхоза панă. Ваттисем каланă тăрăх, Пăла çинче шыв арманĕ те ĕçленĕ, ăна вырăс тытса тăнă. Çав армансенче çăнăх авăртнипе пĕрлех кĕрпе тунă, тип çу çапнă, çăм тапнă. Армансемпе юнашарти чăваш ялĕсем те усă курнă.
Вăрçă паттăрĕсене те асăнмасăр хăварма юрамасть. Хирти Пикшикрен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 305 çын кайнă, 203-шĕ çапăçу хирне выртса юлнă. Фронта чи малтан Ахсянов Минулла Алимович, Валеев Зарифулла Низямович, Яраханов Минетулла Фасхутдинович 1941 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче ăсаннă.
Ентешсем фронтра чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. Акă, Фейзулла Крымовах илер. Вăл Сталинград патĕнче танк бригадинче çапăçнă. Унăн батальонĕ яланах малти ретре пулнă. Командир Хĕрлĕ Çăлтăр, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. Унăн паттăрлăхĕ пирки юлташĕсем килне çырса пĕлтернĕ. Акă, Херсон облаçĕнчи Василий Семенович çыравĕнчи йĕркесем: “Хисеплĕ амăшĕ! Сирĕн юратнă ывăл Файзулла – вăрçăн чăн-чăн паттăрĕ. Тăшмана çĕнтерессишĕн вăл хăйĕн пурнăçне те шеллемесчĕ”. Унăн ÿчĕ – Каплино хули çывăхĕнчи Шевченко ялĕнчи салтак масарĕнче. Çакăн пирки Днепропетровск облаçĕнчи Шевченко вăтам шкулĕнчи КИД членĕсем хыпарларĕç.
Паянхи Хирти Пикшик – паянхи пурнăç тĕкĕрĕ. Вăл илемленсех пырать. Çулсем лайăхланаççĕ, халăх газпа усă курать. Ял çыннисем врач амбулаторийĕн, фельдшер пункчĕн пулăшăвĕпе усă курать. Вĕсенче Р.Каштанов, А.Семенов врачсем, В.Федорова, Л.Фролова, Е.Краснова, Г.Хамзина, Д.Санзяпова, Г.Бурнашева медработниксем тăрăшса ĕçлеççĕ.
Пилĕк ял ачисем валли вăтам шкул пур. Ăна Н.Хуснутдинов ертсе пырать.
Ялта икĕ мечĕт ĕçлет. Пĕрне М.Хасянов имам-хазрат пуçарнипе лартнă. М.Юнусов прораб ĕçсене ертсе пынă. Иккĕмĕш мечĕт унчченхи шкул çуртĕнче вырнаçнă.
Хирти Пикшикри хăтлă культура çуртĕнче тутар халăх театрĕ ĕçлет, ăна Д.Салахова ертсе пырать.
Ял халăхĕ пуласлăха çирĕп шанса, халăхсен туслăхне çирĕплетсе малаллах утать.
Ф.Фазуллин,
ĕçпе спорт ветеранĕ.