АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАНМĂПĂР НИХĂçАН ТА

21 мая 2008 г.

Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа эрне ирттерчĕç. Малтанхи кунсенче вĕренекенсем рефератсем çырчĕç, стена хаçачĕсем кăларчĕç. Аслă вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çыхăнтарса викторина ирттерни те нумайлăха асра юлĕ. Çăлтăр çуннă евĕр çутатса тăракан Иван Яковлевич ячĕ сÿнменнине конкурссем те çирĕплетрĕç. Уйрăмах литературăпа музыка композицийĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Унта кĕçĕн, аслă классенче вĕренекенсемпе пĕрлех учительсем те хутшăнчĕç. Чăвашăн Улăп паттăрĕ мухтавлă Яковлев çинчен вуланчĕç сăвăсем, шăранчĕç юрăсем. Ăс-тăнпа этем пуян пулсан пуласси чаплă килессе çирĕплетрĕç. Яковлев халалĕсене, пĕр-пĕринпе сапăр пулмаллине, çукшăн-пуршăн чашкăрмасăр çÿремеллине асра тытма кирлине каларĕç. Тĕрлĕ вăхăтри тумтирпе усă курни мероприяти пахалăхне ÿстерчĕ. Пулса-иртнине вĕренекенсем чун витĕр кăларма пултарни савăнтарчĕ. Шкул дирекцийĕ чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Е.Перепелкина ĕçне тивĕçлĕ хакларĕ.

А.АСТРАХАНЦЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика