24 мая 2008 г.
Йăлана кĕнĕ черетлĕ информаци кунне хутшăннисем районти халăхпа тĕл пулнă чухне чăн малтан çак тĕп тема тавра калаçу пуçарчĕç: “Чăваш Республикин Президенчĕн 2008 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчи “2009-2011 çулсенчи республикăри бюджет политикин тĕп енĕсем çинчен”, вырăнти самоуправлени органĕсем коммуналлă ыйтусене татса парас ĕçри тĕллевсем, тирпей-илем тăвасси, тавралăха сыхласси, усă курман çĕрсене ĕçе кĕртесси, ХХIII Тĕнче кубокĕн итогĕсем, Чăваш Республикинчи, Раççейри обществăпа политика, социаллă-экономикăллă пĕлтерĕшĕ”.
Информаци кунне хутшăннă республика представителĕсемпе малтанах район пуçлăхĕ Н.Глухов тĕл пулчĕ, район пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăхĕпе, хальхи вăхăтра район шайĕнче пулса пыракан пысăк ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министрĕн çумĕ Ю.Николаев ертсе пыракан ушкăн районти тĕрлĕ объектра ĕç коллективĕсенче, Сăкăт, Ишлĕ, Первомайск ял тăрăхĕсенче пулса вырăнти халăхпа курнăçрĕç, кун йĕркинчи тата хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Пĕрлештернĕ информаци ушкăнĕ хăйĕн ĕçлĕ пĕтĕмлетĕвне Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕпе паллашнинчен пуçларĕ. Хальхи вăхăтра вăл ăнăçлах ĕçлет, спорта юратакансемшĕн вăл хăтлă та кĕтнĕ вырăн. Çапах та тулли вăй-хăватпа, мĕн пур кăлтăксене, шăйрăксене пĕтерсе ĕçлесе кайма тĕллевлĕ укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ çитменни чăрмантарать. Район пуçлăхĕ Николай Иванович информаци кунне хутшăннă республика представителĕсем умĕнче çак ыйтăва та çивĕчлетрĕ.
Малаллахи тĕллевлĕ тĕл пулу район центрĕнче тăвакан тĕп стадионта пулчĕ. ТПК “Шыгырданы” (ертÿçи З.Халитов) тулли мар яваплă общество ĕçлет кунта. Хальхи вăхăтра стадион пулмалли вырăнта тата унăн таврашĕнче хĕрÿ ĕç пырать. Çак лаптăка çĕре тикĕслесе, пусăрăнтарса хăйăр сарса çитернĕ. Ăна тепĕр 50 сантиметр тĕрлĕ сийпе хăпартмалла. Спортсменсене те, куракансене те пур енĕпе те тивĕçтерекен хăтлă стадиона строительсем вăраха ямасăр туса пĕтересшĕн.
Район центрĕнчи çырăнтару керменĕпе паллашнă хыççăн ЧР Финанс министрĕн çумĕ Р.Быкова, районти финанс пайĕн пуçлăхĕ Т.Полякова ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Сăкăт, Чăваш Республикинчи суд приставĕн Федераллă службин управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Иванов, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пыракан ушкăн Ишлĕ ял тăрăхĕнче, Чăваш Республикинчи “Российский сельскохозяйственный центр” ФГУ филиалти ертÿçи Н.Якимов ушкăнĕ улма-çырла питомникĕнче, вăрлăх инспекцийĕнче пулчĕç, вырăнти ĕç условийĕсемпе паллашрĕç, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕç.
Июлĕн 12-мĕшĕнче Первомайскинче пĕрремĕш хут пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв – район кунĕ иртĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов, ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министрĕн çумĕ Ю.Николаев Первомайскинчи уяв иртекен вырăнта хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пынипе, ун хыççăн Шăнкăртам ялĕнче çĕкленекен 400 вырăнлă çĕнĕ шкулти строительство ĕçĕсемле паллашрĕç.
А.НИКОЛАЕВА.