24 мая 2008 г.
Республикăри ĕç династийĕсен слетне ирттерессине йĕркеленĕренпе кăçал 7 çул пулчĕ. Çак слетра ял хуçалăхĕнче нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн Патăрьел районĕнчен пирĕн йăха, Кошкинсене чыс турĕç. Уншăн эпир район администрацине, социаллă хÿтлĕх пайне тав тăватпăр.
Майăн 1-мĕшĕнче эпир çак йăхри 15 çын Шупашкара тухса кайрăмăр. Слет республикăн академи драма театрĕнче иртрĕ. Пухăннисене саламлама Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров хăйĕн мăшăрĕпе пынă. Унта çавăн пекех республикăна ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Пире кашни ушкăнти аслăрах çынсене сцена çинех чĕнсе хăпартрĕç, кашни йăхсен ĕç-хĕлне, пĕтĕмĕшле ĕç стажне, вĕсен наградисене асăнчĕç. Асăнмалăх хаклă парне – электрокăмака парса чысларĕç. Ăна тăвансем мана парнелерĕç. Çак ĕçе республикăн сывлăха сыхлас тата социаллă политика министрĕ Н.Суслонова туса пычĕ. Юлашкинчен пысăк концерт кăтартрĕç.
Çакăн хыççăн пире аслă Зоя аппан ывăлĕпе кинĕ Анатолийпе Елена Николаевсем Атăл хĕрринче вырнаçнă пĕр кафене илсе кайса хăналарĕç, вĕсем те пирĕн ĕçе çапла хакланăшăн савăнчĕç, пире нумай çул пурăнма сывлăх сунчĕç. Çак чыслав вăхăтĕнче пирĕн ватăсен савăнăç куççулĕ те тухрĕ.
Пирĕн пĕртăвансенчен пĕри те аслă пĕлÿ илеймен. Ун чухне пурнăç йывăрччĕ. Аттепе анне пире çамрăклах ĕçе явăçтарнă, ăна тĕплĕ, вăхăтра тума вĕрентнĕ, çакна эпир ĕмĕрех асра тытнă. “Ĕçне кура хисепĕ”, – тенĕ ватăсем. Зоя аппа ĕç ветеранĕ, ăна Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Хисеп ху-чĕпе наградăланă. Мăшăрĕпе Арсентий Андреевичпа 5 ача çуратса тĕрĕс воспитани парса ÿстерчĕç. Унăн ывăлĕ Анатолий министра çити ÿсрĕ, ытти ачисем те маттур та пултаруллăскерсем. Эпир виçĕ пĕртăван колхозăн тава тивĕçлĕ колхозникĕсем. Пурте ялта хисепре. Пи-рĕн пичче, аттен шăллĕ Василий Егорович чылай çул “Труд” колхоза ертсе пычĕ, ăна малтисен ретне кăларчĕ, нумай-нумай обществăллă çурт-йĕр, выльăх витисем тутарса хăварчĕ. Ăна паянхи кун та ял халăхĕ тав тăвать. Ĕç династине пирĕн ачасем, мăнуксем малалла тăсаç-çĕ, хăйсен пурнăçне чылайăшĕ тăван колхозпа çыхăнтарнă. Çакă мар-и-ха пурнăçри телей, ĕçри савăнăç;
Атте-анне çуртне кĕçĕн шăллăмăр Станиславпа унăн мăшăрĕ Мария Леонтьевна лайăх тытса пыраççĕ. Çурт-йĕре пĕ-тĕмпех кирпĕчрен çĕ-нетрĕç, пире яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Çемье йăли-йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ. Çакăншăн эпир савăнатпăр, ялта юлса тăван колхозра ĕçлесе ĕмĕре ирттернипе мăнаçланатпăр.
Б.КОШКИН.
Нăрваш Шăхаль.