24 мая 2008 г.
Çакăн пек сăвă йĕрки пур чăвашсен паллă поэтессин Раиса Сарпин. Чун хавалĕ çĕкленнĕ самант-сем пуррипе сăвă çырăнать, вуланать – поэзи тĕнчи вăранать. Çакна çирĕплетсе пачĕç те “Сарпи вулавĕсем” районти конкурса килнисем. Кăçалхипе тăххăрмĕш хут пуçтарăнчĕç Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкула сăвăç чун-чĕреллĕ яшсемпе хĕрсем. Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем йышланса пыни савăнтарать. Пурĕ 50 ытла ача икĕ номинацире тупăшрĕç: хăйсем çырнă сăвăсем тата Раиса Сарпи сăввисем.
Пулас поэтсем тĕрлĕ тема хускатаççĕ: тăван ял шăпи, анне сăнарĕ, кăмăл-сипет, паллă çынсен кун-çулĕ... Сăввине çырнипе кăна мар-ха, ăна куракансен чунне пырса тивмелле вулама та пĕлмелле. Чи пултарулли вара ку номинацире Настя Кошкина пулчĕ. Ентешĕн поэзийĕнчен тĕслĕх илсе Нăрваш Шăхаль шкулĕнче тепĕр сăвăç çитĕнет тесе калама та май пур. Аня Макарова (Çĕньял) чăвашсен кăçалхи юбилярне – И.Я.Яковлева халалласа “Чăваш çĕрĕн Улăпĕ” сăввине ăста çырнă. Аслă Чементи А.Меркурьева паянхи çамрăксен кăмăл-сипечĕ пирки шухăшлать. А.Едифанова (Ишлĕ) сăввинчи тĕп шухăш – хуйхă-суйхăпа аннесен çÿçĕ ан кăвакартăр тени.
Раиса Сарпи сăввине вулакансенчен кĕçĕннисем хушшинче Марина Григорьева (Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти 3 класра вĕренет) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çавăн пекех унăн тантăшĕ – Наташа Максимова тата Пăлапуç Пашьелĕнчи Даша Иванова 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Конкурсăн куçса çÿрекен кубокĕ Туçа вĕренÿ центрне кайрĕ. Кунти Аня Табакова “Чăвашăн ыр йăла нумай” сăвăпа залра ларакансен чунне тыткăнларĕ, чăваш тумĕпе вăл пушшех те илĕртÿллĕ пулчĕ. Аслă ушкăнра лайăх вулакансем татах та пур. Д.Сафьянова – II вырăнта (Шăнкăртамри вăтам шкул), А.Никифорова (Ишлĕ) – III вырăнта, Алманчăри А.Киргизова, М.Лаврентьева (Хирти Пикшик), А.Едифанов (Ишлĕ), Ю.Кулакова (Ыхра Çырми), А.Куприянова (Турхан), М.Мадюкова (Çĕньял) вуланă сăвăсем кăмăла кайрĕç. Т.Капитоновăпа Ж.Калькин “Юрату сăввисем” ярăмпа тĕлĕнтерсе ятарлă торт çĕнсе илчĕç.
Мала тухнисене Раиса Сарпи сăвăç дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕ, хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Яковлев çĕнтерÿçĕсене хаклă приз парса чыс турĕ.
Юлашкинчен туслăх концертне курса савăнтăмăр. Çамрăк поэтсем сăвă вулама çеç мар, юрăпа ташă вăрт-тăнлăхĕсене те пĕлеççĕ иккен. Тата çакна та палăртса хăвармалла: тутар шкулĕсенче вĕренекен тутар ачисем те хастар хутшăнни эпир туслăн килĕштерсе пурăннине пĕлтерет.
М.МАДЮКОВА.
Çĕньял.