24 мая 2008 г.
Хамăн çула тупма мана ачасене тата музыкăна юратни пулăшрĕ.
Халь вара эпĕ 4-мĕш курс студентки. Н.Никольский ячĕпе хисепленекен Шупашкарти педагогика колледжĕнче ăс пухатăп. Кунта вĕреннипе эпĕ питĕ савăнатăп.
Пире музыка уйрăмĕнче юрлама, хорпа ĕçлеме, музыка инструменчĕпе калама тата музыка литературине вĕрентеççĕ. Ытти гуманитари предмечĕсем те нумай. Колледжра кружоксем ĕçлеççĕ. Эпĕ фольклорпа теннис кружокĕсене çÿретĕп. Фольклор коллективĕпе эпир тĕрлĕ вĕренÿ çурчĕсене, хулари меро-приятисене, районти ялсене çÿретпĕр. Кунта тата эстрада кружокĕ ĕçлет. Кăçалах эпĕ пĕтĕм тĕнчери чăвашсен эстрада юррисен “Кĕмĕл сасă” 9-мĕш фестиваль-конкурсне хутшăнтăм.
4-мĕш курсра вĕренекен М.Лаврентьева “Воспитатель” специальноçне илет. И.Ванина та кăçалах “Информатика” енĕпе специалист пулать. Е.Ивановăпа С.Кузьмина “Изоискусствăна” алла илесшĕн. 2-мĕш курсра “Воспитатель” специальноçне М.Чурбанова вĕренет.
Е.СЕРДЮКОВА.