24 мая 2008 г.
Наркомани ыйтăвĕ паянхи куншăн питĕ çивĕч. Çавăнпа та вăл никама та шухăшлаттармасăр тăма пултараймасть.
Наркомани – хăрушă пулăм. Çакăн çинчен эпир час-часах хаçат-журнал, телевидени урлă илтетпĕр. Хулара çак пулăмпа, тен, тĕл пулакан та пулнă пулĕ. Малашлăха питĕ ырă та лайăх витĕм кÿрекен пек туйăнаканскер, усал наркăмăш çын пурнăçне каярах пĕтĕмпех лутăркаса таптать. Наркотиксене пуçласа тутанса куракансем ытларах çамрăксем. Çак киревсĕр, усал пулăм та шăпах вĕсен хушшинче сарăлать. Наркоманипе чирлекенсен йышĕ ÿсет. Акă, 2006 çулта республикăри кашни 100 пин çын пуçне вăл 2,7 пулнă пулсан, пĕлтĕр 6,5 çитнĕ. Раççей шайĕнчи цифрăсем тата пысăкрах. Кашни 100 пин çын пуçне 19,7-пе танлашать. Атăлçи федераллă округпа илес пулсан 14,09-а çитнĕ.
Наркотиксемпе усă куракансем çинчен те палăртса хăвармалла. Цифрăсене каллех 100 пин çын шучĕпе илĕпĕр. Шупашкарта вăл 74,4-па, Улатăрта 59,1-пе, Çĕнĕ Шупашкарта 34 па танлашать.
Республикăри районсенчен Вăрмар палăрать. Унта – 18,1, Куславккара – 8,2, Çĕмĕрлепе Çĕрпÿре 7,9 çын шайне çитнĕ. Ку енĕпе пирĕн районта хăрушлăх çук. Пĕр тĕслĕх те тупса палăртман. Наркомани пирĕншĕн малашне те ют пултăр. Сывлăхлă та çирĕп ăс-тăнлă çамрăксен пуласлăхĕ те çутăрах.
Н.НАДИНА,