24 мая 2008 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, нарăс-ака уйăхĕсенче “Литературăллă Чăваш Ен: “Чи лайăх кĕнеке – 2006” конкурс иртрĕ. Унта районти 35 вулавăш хутшăннă. Халăх уйрăмах кăмăллакан произведенисен авторĕсене тата чи нумай кĕнеке вулакансене палăртма 561 ыйтăм ирттернĕ.
Районти йĕркелÿ комитечĕ чăвашла чи нумай вулакан кĕнеке “Пепке çуралсан”, авторĕ В.Эльпи, пулнине палăртнă. Вырăс чĕлхипе Р.Сарпин “Чувашия любимая моя” сăвă кĕнеки çĕнтернĕ. Ачасем валли чăвашлисен хушшинче М.Карягинăн “Сас палли çĕр-шывĕнче”, вырăслисенчен Ю.Броницынăн “Маленький петушок” кĕнеки мала тухнă. Тутар халăхне тивĕçтерекен 7 вулавăшра тутарла пичетленнĕ чи нумай вулакан кĕнеке – “Идегей: татар-ский народный эпос”, ача-пăча кĕнекисенчен – М.Джалилĕн “Собрание сочинений: в пяти томах” кĕнекисене палăртса хăварнă.
Конкурса хутшăннă библиотекăсенче курав презентацийĕсем, кĕнеке премьерисем, вулакансен конференцийĕсем, авторсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.
Нăрваш Шăхальти вулавăшра “Вутра çуралнă юрату” кĕнеке авторĕпе Василий Велвокайпа тĕл пулнă, вулакансен конференцине ирттернĕ. Çакăн пек конференцисем тата Вăрманхĕрри Шăхаль, Первомайски, Анат Тăрмăш, Анат Туçа библиотекисенче В.Эльпин “Пепке çуралсан”, Пăлапуç Пашьелĕнче К.Кирилловăн “Чун кирлĕ, чун!..”, Шăхачра Н.Петровскаян “Тăм тивнĕ чун”, Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра тата Сăкăтра Л.Таллеровăн “Майра” кĕнекисемпе иртнĕ.
Туçари вулавăшра М.Карягинăн “Сас палли çĕр-шывĕнче” кĕнеки тăрăх театр куравĕ, авторпа тĕл пулу тата çамрăк вулакансемпе конференци пулнă. “Ăçта! Хăçан!” вăйăлла викторинăра Шăнкăртамри ял библиотекинче М.Джалилĕн кĕнеке пуххисене сÿтсе явнă, автора халалланă поэзи каçĕ ирттернĕ.
Çĕньялти ял вулавăшĕнче Ордем Гали çырнă “Десять Аниных секретов” кĕнеке уявĕнче ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те савăннă. Çĕнĕ Ахпÿртре тата Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче Ю.Силэм çырнă “Улмуççи” кĕнекине тишкернĕ, ыйтуне хуравланă.
Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче “Литературная Чувашия: «Книга года – 2006», тĕп вулавăшра “Книги наших земляков” вырăсла электронлă презентацисем тунă.
Кĕнекесене халăх хушшине анлăрах сарас енĕпе чи интереслĕ те тухăçлă мероприяти хатĕрлесе Патăрьелĕнчи тĕп вулавăш çĕнтернĕ. Çавăн пекех ку номинацире Туçа библиотекине те палăртса хăвармалла.
Конкурс йĕркелекен чи лайăх библиотека ятне Нăрваш Шăхаль библиотеки çĕнсе илнĕ. Туçа тата тĕп вулавăшсене те ырăпа асăнса хăварнă.
Пирĕн районта чи хастар вулакан – Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăна Именкасси ялĕнчен килекен пенсионер Антонина Ильинична Осипова. Ачасем хушшинче Кивĕ Ахпÿрт шкулĕн 4-мĕш класс хĕр ачи Наталия Каргина тата Туçари 3-мĕш класра вĕренекен Андрей Шайкин çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Н.РАКОВА,
Патăрьелĕнчи тĕп вулавăш ĕçченĕ.