24 мая 2008 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче ватă çынсене тимлĕх уйăрмалли çинчен асăннă йĕркесем пур. Çавăн пекех пирĕн Президент ку çула Чăваш Енре Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Пирĕн пек ватăсене “çÿлтен” тимлĕх уйăрасси палăрмаллах вăйланчĕ. Эпир ăна ырлатпăр. Акă, хальхи вăхăтра арăмпа иксĕмĕр çеç пурăнатпăр. Анчах та çынран юлас килмест: пахчине те акса-туса илесшĕн, пÿрт-çуртне те тирпейлесшĕн. Юрать-ха кил-çурт таврашĕнчи ĕçсене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкул ачисем йĕркелесе пулăшса пыраççĕ. 6-мĕш “б” класра вĕренекен Чукмаева, Муллина, Сорокина, Кузнецова, Гранатская, Мустафина, Лаврентьев, Беков, Саймуков (класс ертÿçи О.Елкина), 7-мĕш “б” класра вĕренекен А.Маргинова, С.Тихонова, М.Румянцева ( класс ертÿçи П.Козлов), 8-мĕш “б” класра вĕренекен Е.Тихонова (класс ертÿçи Е.Бабаева) пĕрре мар пулăшăвĕпе савăнтарчĕç. «Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан», – тенĕ ĕлĕкхи çынсем.
Çапла, ун пек çамрăксен чун-чĕри ырăлăх патне туртăнать, вĕсен кăмăлĕ тÿрккес мар. Пехил сире, ачамсем.
Н.СОФРОНОВ,