АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрантăр юрă, тыткăнлатăр ташă

28 мая 2008 г.

Район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи июнĕн 12-13-мĕшĕсенче районта 57-мĕш акатуй-сабантуй ирттерессине пĕлтĕмĕр ĕнтĕ. Ку енĕпе йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Вăл ĕçе пуçăннă. Паянхи кун шайĕнче тунă ĕçсемпе паллаштарма райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне, комитет председательне Р.Селиванова ыйтрăмăр.

– Ака-суха хыççăн туй ирттерме те юрать теççĕ. Пĕрлехи уява çакна шута илсе йĕркелетпĕр. Хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Йĕркелÿ комитечĕ вырăна тухса та виçĕ лару ирттерчĕ. Акатуй-сабантуйри кашни объектшăн яваплă çынсем пур. Вĕсен хăйсен тивĕçĕсене июнĕн 10-мĕшĕччен кирлĕ пек пурнăçламаллах.

– Халăх яланах çĕннине кĕтет. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче мĕнпе асра юлĕ-ши уяв;

– Ĕçчен халăха илĕртмелли выставка тăвасшăн. Ăна паянхи кун ыйтнипе йĕркелесшĕн. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен çĕр пайĕпе тухса ĕçлес кăмăллисем хушăнсах пыраççĕ. Ĕлĕкхи сухапуçĕпе çĕр ĕçĕсене тирпейлейместĕн. Уçланкăна пырса кĕнĕ çĕрте сылтăм енче шăпах хальхи саманара çĕрпе ĕçлеме май паракан техникăсен выставкине йĕркелесшĕн. Унта уйрăм çынсен, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен те вырăн тупĕç. Кашни техника мĕн ĕç тума пултарнине куçпа курса паллашма май пулĕ.

– Ĕлĕкренех уява канма та, тавар туянма та кайнă. Тĕлли-паллисĕр вырнаçнă суту-илÿ йĕрки пулмĕ-и;

– Çак ыйтупа иккĕмĕш çул ĕçлетпĕр. Тавар сутакансен район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕнчен ирĕк илмелле. Тÿлевĕпе татăлсан палăртнă вырăн йышăнмалла. Уяв хыççăн тирпейлесе хăварасси те вĕсем çинчех юлать.

– Уяв культура ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлне хак паракан мероприяти те шутланать. Юлашки çулсенче пĕрлештернĕ хор йышĕ чакни палăрмаллах сисĕнет. Сцена çине халиччен пĕрре çеç мар илтнĕ юрăпа тухакансем пур.

– Пурте тĕрĕс сăмахсем. Пĕтĕмлетĕвне çакăнтан культура ĕçченĕсем хăйсемех тума тивĕçлĕ.

– Хăна кĕтнĕ чухне çанă тавăрса ĕçлемелле. Ушкăн пулăшăвĕ те кирлех.

– Паллах. Призсемпе, парнесемпе хавхалантарма спонсорсем пулăшасса шанатпăр. Вĕсем мĕн чухлĕ ытларах, çавăн чухлĕ лайăхрах, мĕншĕн тесен уявĕ те икĕ куна тăсăлать. Ачасем те аслисен тимлĕхĕшĕн хĕпĕртесех тав тăваççĕ.

Укçи-тенки кĕнине кура юсав ĕçĕсене пурнăçласа пыратпăр. Тĕп сценăна тепĕр çул тĕпренех çĕнĕрен тума пăхнă. Кăçал мачта сооруженийĕсен юписене улăштаратпăр. Вĕсене тимĕр-бетонран хатĕрленисемпе çĕнететпĕр.

– Уяв программи пуян-ха.

– Ачасем, аслисем, хăнасем кун каçиччен канса килентĕр тесе шута илнĕ, паллах. Пурте пырса курăр унта. Хапăл тăвăр йыхрава.

А.АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика