28 мая 2008 г.
Анат Туçа. Юлашки шăнкăрав кунĕ çумăрлă пулни çанталăк та “йăваран” вĕçсе тухса каякан “кайăксемшĕн” хурланнине систерчĕ. Илемлĕ шкул формине тăхăннă ачасен уçă сассипе куçа илĕртекен чечексем кăмăла çĕклерĕç. Шкулпа çиччĕн сыв пуллашаççĕ кунтан. Çак ятпа ирттернĕ уяв линейкинче вĕренекенсене шкул директорĕ А.Пласкин, Г.Галялетдиновпа М.Гисметдинов ветеран-учительсем, пуçламăш классенче вĕрентнĕ Н.Козлова, класс ертÿçи Е.Перепелкина саламларĕç. Александр Германович тăрăшуллă вĕренекенсене Хисеп грамотисем парса чыс турĕ.
Ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе
И. Плешкова сăмах илчĕ, пурнăç çулĕ çине тухмашкăн утăм тăвакансене малашлăхра ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Ачасемпе 9 çул хуйхине, савăнăçне пĕрле пайланă учительсене кунсерен ăс-тăн панишĕн, çын пулмашкăн вĕрентнишĕн тав турĕ. Кĕçĕннисем аслисене чечексем парнелесе савăк пурнăç сунчĕç. Оксана Баранова выпускникпа Аня Плешкова панă юлашки шăнкăрав хыттăн янăрарĕ.
х х х
Хирти Пикшик. Хаваслă, çав вăхăтрах вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухакансемшĕн тунсăхлă иртрĕ юлашки шăнкăрав ячĕпе пулнă линейка шкулта. Вунпĕр çул хушши 18 хĕрпе каччă хуйхипе савăнăçне пĕрле пайланă. Вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ малалла йыхравлать. Тăххăрмĕшĕнче 33 ача вĕренчĕ.
Малашнехи экзаменсенче ăнăçу, çирĕп сывлăх, пурнăçра ырă çул сунса саламларĕç шкул директорĕ М.Хуснетдинов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Маркиданов, пĕрремĕш учителĕсем Т.Земдиханова, Р.Ханзярова, Е.Чашкина, Р.Кудряшова тата ыттисем те. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Э.Алигберова, А. Алиева сăмах илчĕç.
Шкул пурнăçне, район шайĕнчи ăмăртусене активлă хутшăннисем Хисеп грамотисене тивĕç пулчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тав çырăвĕсем пачĕ.
Вунпĕрмĕшĕнчи Р.Земдихановпа пĕрремĕшĕнчи А.Даутова юлашки шăнкăрав янăраттарчĕç.
х х х
Çĕньял. Çанталăкĕ çумăрлă пулин те капăр тумланнă шкул ачисене çак кун пăхса ытармалла мар пулчĕ. Мĕн тери хаваслă вĕсем: пĕрисем çуллахи каникула кайма хатĕрленеççĕ, теприсене çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕ, вĕренÿ учрежденийĕ кĕтет. Тăххăрмĕш класран вун пилĕк ача вĕренсе тухать. Вунпĕрмĕшĕнчи вун виçĕ ача шкулпа сывпуллашать. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă ятпа выпускниксене шкул директорĕ В.Ершов саламларĕ. Тăрăшса вĕренекенсене, вĕрентекенсене, олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисене Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем пачĕ. Вунпĕрмĕшĕнчи В.Киркинпа С.Маркизова шкулăн Хисеп кĕнеки çине кĕртрĕç.
Уяв ячĕпе Д.Савинова учитель-пенсионер, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Петров саламларĕç. Пуçламăш класра вĕрентнĕ Р.Карлинова учительница пурнăçран уйрăлнă. Ăна асăнса пĕр самант шăп тăчĕç.
Пĕрремĕш классем аслисене ырă çул сунса саламларĕç. Выпускниксем тав сăмахĕ каларĕç. Вунпĕрмĕшĕнчи С.Маркизовпа пĕрремĕш класри Н.Ухварина юлашки шăнкăрав пачĕç.
х х х
Сăкăт. Шкултан вĕренсе тухакансен ячĕпе ирттерекен линейкăна йышлăн пуçтарăннă. Алла аттестат илме хатĕрленекен 20 выпускника “Красное знамя” хуçалăх ертÿçи П.Никифоров, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузнецов, районти каçхи шкул директорĕ А.Пирогов, чиркÿри Вениамин атте, шкулти вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ А.Глухова, класс ертÿçи Э.Прохорова, кĕçĕн класра вĕрентнĕ Н.Чиркина саламларĕç. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе В.Глуховпа Ю.Чернов сăмах илчĕç.
О.Черновăпа О.Глухов выпускниксем вĕренекенсен ячĕпе учительсене пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн тав турĕç.
Юлашки шăнкăрава вара вунпĕрмĕш класри кашни ача пачĕ. Йăлана кĕртнĕ çакна ялта. Шăнкăрав сасси майăн кашни вĕренекен çитĕнĕвĕпе паллаштарса тăраççĕ. Çакăнтанах ырри нумайлăха асра юлатех.
(Хамăр корр.).