28 мая 2008 г.
Çĕмĕрле хулинче Чăваш Республикинче мала тухассишĕн çамрăк штангистсем ăмăртрĕç. Хĕр ачасен хушшинче пирĕн командăри атлетсем лайăх тупăшрĕç. 48 кг виçеллисем хушшинче М.Камасова 1-мĕш, Д.Никитина 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç (вĕсем – Нăрваш Шăхальтен). 59 кг виçеллисем хушшинче М.Игнатьева (Патăрьел) 2-мĕш вырăнта пулчĕ.
Арçын ачасем хушшинче те пирĕн район командинче малти вырăнсене йышăнакансем самаях пулчĕç. Чи çăмăл виçеллисенчен Д.Давыдова (Н.Шăхаль) çитекенни пулмарĕ. Вăл чемпион ятне çĕнсе илчĕ. 38 кг виçеллисем хушшинче чемпион ятне пĕрремĕш хут А.Мышов (Алманчă) тивĕçрĕ. Çак виçере П.Адикинпа А.Исаев та начар мар результатсем кăтартрĕç (Н.Шăхальсем). 50 кг виçеллисем хушшинче пирĕн командăри Е.Кириллов (Н.Шăхаль) пиллĕкмĕш вырăн йышăнса командăна кирлĕ очкосем пачĕ. 56 кг виçере В.Маллинпа (Патăрьел) Д.Капитонов (Н.Шăхаль) призлă вырăнсене йышăнаймарĕç, анчах та вĕсем хăйсен унчченхи кăтартăвĕсене чылай лайăхлатрĕç. 62 кг атлетсенчен малтан кĕтнĕ пекех А.Пагунов (Н.Шăхаль) пурне те тĕлĕнтерчĕ. Вăл икĕ енлĕ (рывок-толчок) йăтса 147 кг пухрĕ, чемпион ятне çĕнсе илчĕ. 69 кг виçеллисенчен С.Мышов (Алманчă) лайăх ăмăртрĕ, иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Сăмах май каласан, Алманчăра йывăр атлетсен секцийĕ кăçал кăна ĕçлеме пуçланă пулсан та (тренерĕ Н.Зимин) çакăн пек пысăк ăмăртура палăрни вăл хăй пысăк çитĕнÿ.
Пĕтĕмлетÿ хыççăн пирĕн район команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
В.БОРОДКИН.