АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-аннемĕртен писес марччĕ

28 мая 2008 г.

 

Унччен хуçалăха арендăна панă çĕр пайĕсене хăш-пĕр хресчен харпăрлăха куçарма шутларĕ. Ку ыйтупа район хаçатĕнче пĕлтерÿсем пичетленсех тăраççĕ. Çĕр пайĕсемпе кооперативран уйрăлса тухма халăхран ирĕк ыйтса çыраççĕ ял çыннисем. Хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркелекенсем те пур. Анчах çĕр çинче вăй хума пурте кăмăлламаççĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пĕрин техники çук, теприн харсăрлăхĕ çитсех каймасть. Çĕр вара ÿркенменнисене çеç кăмăллать.

Тĕрĕсрех каласан ялсенче халь вăй-питти çамрăк çукпа пĕрех. Чылайăшĕ Мускава, Чулхулана, Хусана ĕçлеме çÿрет. Мĕнех калăн, çемьене тăрантармалла, тумлантармалла вĕт. Çурчĕ-йĕрĕ те кивелет, ăна та çĕнетмелле. Яш-кĕрĕм çапла çĕр-аннемĕртен писсех пырать. Çавна пулах хуçалăхсем арканаççĕ, ялсем ватăлса пыраççĕ. Айăпĕ, тен, хамăртах; Аслă ăру ача-пăчана тăван тавралăха, çĕре юратма вĕрентейменнинче. Ĕлĕкрех, колхоз ĕçĕсенчен чылайăшне алă вĕççĕн тунă чухне, ача-пăча аслисемпе танах уй-хирте вăй хуратчĕ: лашапа утă-улăм турттаратчĕ, пай çинче тăрăшатчĕ.

“Икĕ аркăллă чăваш кĕпи тăхăнакансем ватăлсан колхоз та пĕтет” тесе шÿтлени чăна тухрĕ. Халĕ кооперативсенче ĕçе тухакансене шута илме икĕ алăри пÿрнесем те çитеççĕ. Ача-пăчана унта кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн.

Ĕлĕкрех шкул программинче “Трактор” предмет пурччĕ, водителе те вĕренме пулатчĕ. Аттестат илнĕ хыççăнах яш-кĕрĕм “хурçă ут” çÿретме пуçлатчĕ. Класĕпех яла юлакансем те пулнă. Каменщик ăсталăхне те, çĕвĕç пулма та шкултах вĕрентетчĕç.

80-мĕш çулсенче ял шкулĕсен программине “Агротехника”, “Основы растениеводства”, “Основы животноводства” предметсем кĕрт-нĕччĕ. Çуллахи вăхăтра ĕçпе кану лагерĕсем, производство бригадисем йĕркелетчĕç. Хăш-пĕр шкулта вĕсем халĕ те сыхланса юлнă-ха. Анчах пĕлтерĕшĕ ĕлĕкхине çитеймест. Кĕркунне хуçалăхсене çĕр улми пуçтарма пулăшнисĕр пуçне ачасене çĕрпе нимех те çыхăнтармасть тесен те йăнăш пулмĕ.

Ултă-çичĕ çул каялла шкулсенче хушма хуçалăх тытма ирĕк пачĕç. Чылай çĕрте витесем туса лартрĕç. Хăшĕ-пĕри кролик, сысна ĕрчетме тытăнса пăхрĕ. Анчах ку пуçару нумая тăсăлмарĕ, пăчланчĕ. Хуçалăхсем уйăрса панă çĕрпе те пурте тĕллевлĕ усă кураймаççĕ.

Ял хуçалăхĕ валли кадрсем хатĕрлессипе Патăрьелĕнчи професси училищи начар мар ĕçлет-ха. Кунтан çуллен 50-60 каччă ял хуçалăх производство мастерĕ профессие алла илсе тухать. Вĕсенчен 20-25-шĕн тракторист, 35-40-ĕн водитель прави те пĕрлех. Анчах вĕсенчен 2-3-шĕ çеç ял хуçалăх предприятийĕсене вырнаçать. Ыттисем унта-кунта ĕçлеме тухса каяççĕ.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта тракторист-водительсем хатĕрлесси сыхланса юлнă-ха. Малашне Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕ çак енĕпе ĕçлесшĕн, лицензи валли документсем хатĕрлет. Анчах выпускниксем яла юлса механизатор, водитель пулса ĕçлесси каллех иккĕленÿллĕ.

Пирĕн районтан Чăваш ял хуçалăх академинче вĕренекенсем те йышлă. Нумаях пулмасть пиллĕк-мĕш курс студенчĕсем районта иртекен информаци кунне хутшăнчĕç, “Исток”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче пулса курчĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, пулас ĕç укçипе те интересленчĕç. Анчах диплом илсен хуçалăхсене таврăнса çанă тавăрса ĕçлессине шантарсах каламарĕç. Çĕр çинче ĕçлесе пуяймăпăр терĕç-ши;

Çав вăхăтрах районти ял хуçалăх предприятийĕсем, кооперативсем кадрсем çитменнипе тертленеççĕ. Тракторист-водительсем çеç мар, ятарлă, аслă пĕлÿллĕ специалистсем кашни хуçалăхрах сывлăш пекех кирлĕ. Анчах çакна районтан ятарласа вĕренме янисем те ăнланасшăнах мар. Ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма патшалăх çăмăллăхлă кредит пани те илĕртеймест-тĕр вĕсене.

Паянхи пурнăçра ял аталанăвĕ тĕп вырăнта пулмалла. Çакна Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Стратегийĕнче палăртнă. Яла çĕклеме вара çамрăксенчен тытăнмалла. Хуçалăхсене çĕнĕрен аталантарма ăста ертÿçĕсем, пысăк пĕлÿллĕ специалистсем, хастар трактористсем, комбайнерсем, зоотехниксем, ветврачсем кирлĕ. Ялăн ыранхи кунне курса аслă классенче çĕнĕрен “Трактор” предметне вĕрентме пуçăнмалла мар-ши; Пурнăçра техникăна пĕлни çав тери кирлĕ.

Ялсенче потребительсен кооперативĕсем йĕркеленеççĕ. Вĕсене тытса тăма та тарăн пĕлÿллĕ специалистсемсĕр май çук. Тÿрех никам та ертÿçĕ пулса çуралмасть. Никĕсне шкулта хывмалла. Çавăн чухне çеç пирĕн ачасем çĕр-аннемĕртен писмĕç.

В.МАЛЬЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика