31 мая 2008 г.
Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче 2007 çулта Чăваш Республикин республика бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен уçă итлев иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Бюджет, налуксем, предпринимательлĕх тата харпăрлăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Щербаков ертсе пынă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ – финанс министрĕ Николай Смирнов пухăннисене 2007 çулта Чăваш Республикин республика бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр бюджета тупăшсен енĕпе 23 миллиард та 117 миллион тенкĕлĕх (100,7 процент) пурнăçланă. 2006 çулхипе танлаштарсан 51,7 процента яхăн ÿстерме пултарнă. Ку социаллă пурнăçпа культура ыйтăвĕсене татса пама, инфратытăма аталантарма чылай пулăшнă.
Бюджетри тăкаксен пайĕ 24 миллиард та 62 миллион тенкĕпе (97 процент) танлашнă.
Чăваш Республикин иртнĕ çулхи республика бюджетĕнче тăкаксен хисепĕ 48 процент ÿснĕ. Ку Раççейри вăтам кăтартуран 2 хут ытларах. Капиталлă строительство ĕçĕсем валли бюджет укçине 28,5 процент тăкакланă. Ку енĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн регионĕсен хушшинче малтанхи вуннăмĕш вырăна тухнă Мускав, Санкт-Петербург, Тюмень облаçĕ, Красноярск крайĕ, Ханты-Манси тата Ямал-Ненец автономи округĕсен йышне кĕме пултарнă. Çакă нефтьпе тата çут çанталăк газĕпе пуян хутлăхсен ретĕнче чăннипех тивĕçлĕ вырăн, тенĕ министр.
Пĕтĕмĕшле илсен бюджета пĕлтĕр 6 миллиард та 57 миллион тенке яхăн ÿстерме пултарнă. Министр финанс рынокĕ урлă республикăра бюджет тытăмне кĕмен укçа-тенкĕпе те ăнăçлă усă курнине палăртнă.