31 мая 2008 г.
Республика кунне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Унта уяв программине пăхса тухнă. Малтан палăртнă тăрăх вăл питех те пуян пулмалла. “Раççей инновацийĕсене – Раççей капиталĕ” форум пĕрремĕш хут иртмелле. Унăн планĕнче – 16 мероприяти. Тепĕр пысăк экономика форумĕ – “Управлени. Экономика. Аталану”. Ун вăхăтĕнче çавăн пекех йăлана кĕнĕ “Регионсем – чикĕсĕр çыхăнусем” курав иртет.
Республика кунĕн анлă культура программине те хатĕрленĕ. “Раççей çăл куçĕсем “Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн фестивалĕ, “Раççей маçтăрĕсем” ăстасен япалисен конкурсĕ, Пĕтĕм Раççейри “Раççей юррисем” фестиваль-марафон – халăх кĕтекен мероприятисем. Надежда Бабкина тата “Вырăс юрри” ансамбль, фольклор ушкăнĕсем йышлăн хутшăнасси паллă.