04 июня 2008 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна çÿллĕ шайра ирттерсе яма тăрăшаççĕ. Кăçалхине нумай хутчен район чемпионки пулнă, пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Оля Мартышкинăна халалланă. Оля – “Орленок” вăйăсенче темиçе хутчен те командăра малти вырăнсенче палăрма пултарчĕ.
Мероприятие ирттерсе яма план туса çирĕплетрĕмĕр. Ачасен туслăхне, пĕлĕвне çирĕплетесси, çĕр-шыва юратма вĕрентесси, кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухакан пулăмсене хирĕç кĕрешме хăнăхтарасси, сывлăхне çирĕплетме пулăшасси малти планра пулчĕ.
Мероприятие Ольăн амăшне, Çĕнĕ Ахпÿрт, Кивĕ Ахпÿрт шкулĕсенчи командăсене те чĕнтĕмĕр. Вĕренекенсем, вĕрентекенсем, çывăх юлташĕсем сăмах каларĕç, иртнине аса илчĕç.
Конкурссене 14 этапа пайларăмăр. Командăсен кашнийĕнчех йывăрлăхсемпе кĕрешме тÿр килчĕ, вĕсене çĕнтерсе малтан-мала, этапран-этапа вирхĕнчĕç, ыйтусене хурав пачĕç. Хăйсен ăсталăхне кăтартса вăтам классем хушшинче 7-мĕш “б” класс мала тухма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 6-мĕш “а”, 5-мĕш “а” классем пайларĕç.
Аслисем хушшинче нумай мала кайса, очко çумне очко хушса 9-мĕш “а” класа çитекенни пулмарĕ. 11-мĕш “е” финиш йĕрне иккĕмĕш касрĕ. 11-мĕш “г” классен виç-çĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.
Мероприятие 16 команда 160 ача хутшăнма пултарчĕ. Хăйсен ăсталăхне, хастарлăхне кăтартрĕç.
Çĕнтерÿçĕ командăсене оргкомитет, Ольăн амăшĕ асăнмалăх парнесемпе Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç.
Шкул директорĕ Л.Сафронова ачасене çирĕп сывлăх сунчĕ.
В.АНТИПОВ.