АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТĂРЬЕЛ КАПĂРЛАНАТЬ ТЕ ПУЯНЛАНАТЬ ТЕ

04 июня 2008 г.

Юлашки темиçе çулта район центрĕ – Патăрьел чылай капăрланчĕ те, пуянланчĕ те. Кунта ял инфраструктурине лайăхлатас тĕллевпе мĕн чухлĕ çуртăн сăн-сăпатне улăштарчĕç, реконструкци турĕç. Унсăр пуçне капăр çуртсем пĕрин хыççăн тепри хута каяççĕ. Ялта тирпейлĕ çул, тротуарсем... Çулла çул айккипе симĕс курăк ешерни хăй мĕн тери паха!

Район центрĕ капăр та пуян çеç мар, тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшни те курăнать. Юр кайма пуçласанах кунта кашни эрнекун субботниксем йĕркелеççĕ. Çак ырă ĕçе йăлана кĕртни пуриншĕн те кăмăллă. Ялта унта та кунта кирлĕ-кирлĕ мар япаласем йăваланса выртмаççĕ. Тĕрĕссипе вара кашни ялах çапла йĕркене, тирпее хăнăхтарма пулать. Хамăр хушăмăрта çак ĕçе йĕркелесе яни çеç кирлĕ. Пуçтарăннă ăпăр-тапăра вăхăтран вăхăта тракторпа тиесе çеç ямалла. Уншăн укçи-тенки нумаях тăкакланас çук. Хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытни хамăршăн та, сывлăхшăн та лайăх пулĕччĕ. Ăçта таса, унта сывă пурнăç, чир-чĕр ĕрчемест. Çакна кашни ял тăрăхĕнчех шута илмелле.

Н.МАШИН. Вăтаел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика