04 июня 2008 г.
Туçа вĕрентÿ центрĕпе Çĕнĕ Ахпÿрт шкул ачисем туристсен слетне ирттерчĕç.
Вĕренекенсем палатка лартрĕç, юхан шыв хăвăртлăхне виçрĕç, вĕрен тăрăх шыв урлă каçрĕç, пушар вăхăтĕнчи темиçе хутлă çуртсенчен вĕренпе анмалли меле аса илчĕç, хамăр тăрăхра ÿсекен ÿсен-тăрансемпе паллашрĕç тата ытти те.
Кĕçĕн классем хĕвел ăшшипе симĕс çаран çинче выляса савăнчĕç, кÿлĕре кимĕсемпе ярăнчĕç. Юлашкинчен вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хаваслă шкул юррисем юрла-рĕç.
Çĕнĕ Ахпÿрт шкул директорĕ А.Бахматова тепĕр çул Туçасене хăйсен патне слета чĕнчĕ.