07 июня 2008 г.
Ял тăрăх пуçлăхĕсен канашлăвĕ пулнă. Канашлура район пуçлăхĕ Н.Глухов çуллахи пушар тухас хăрушлăх вăхăтĕнче ку тĕлĕшпе йĕркене çирĕп пăхăнмалли, каникул тапхăрĕнче ачасене усăллă ĕçе явăçтарасси, 2010 çулта пулакан Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне ăнăçлă хатĕрленсе ирттерсе ярасси, район тата ял тăрăх бюджечĕсене пурнăçласа пырасси, автоçулсене юсасси пирки калаçу пу-çарнă.
Ял тăрăх пуçлăхĕсен канашлăвĕнче вĕрентÿ управленийĕн организаципе тĕ-рĕслев тата кадр ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Т.Чылыкова тăлăх ачасен проблеми, Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕн çумĕ А.Прохоров йăла каяшĕсене тирпейлес пирки юлашки нормативлă хутсем çинчен тухса калаçнă.
(Хамăр корр.).