07 июня 2008 г.
Районти ятарлă комисси (унăн йышĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов, унăн çумĕ М.Калмыков, ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем тата агрономсемпе инженерсем) акара тăрăшнă механизаторсен ĕçне йышăнса пахалас тĕллевпе çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче çула тухрĕ. Вăл пур ял хуçалăх предприятийĕсене те çитрĕ. Ака хыççăн çуса иртнĕ çумăр хыççăн çуртри пур çĕрте те лайăх шăтса тухнă. Кĕр тырри тĕллĕн-тĕллĕн самаях çÿллĕ ÿсме ĕлкĕрнĕ. Çĕр улми уйĕсем те савăнтараççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, калчасем талккишпех куçа илĕртеççĕ.
Тĕрĕслев ку хутĕнче те улма-çырла питомникĕпе “Батыревский” хупă акционер пĕрлешĕвĕнчен пуçланчĕ. “Батыревский” хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхинчен ытларах – 597 гектар çинче акнă, 200 гектар çĕр улми лартнă. Нумай çул усăсăр выртнă 60 гектар çĕре ĕçе кĕртнĕ. Халĕ хуçалăхра кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ, качака курăкĕ (козлятник) çулаççĕ, çум курăксене хирĕç кĕрешеççĕ. Механизаторсем ĕçе пахалăхлă тума тăрăшни куç умĕнче, анасем тикĕс, шăйрăксăр.
Улма-çырла питомникĕ “Заря” хуçалăхăн 223 гектар çĕрне арендăна илсе çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăварнă. Тăрăшни сая кайман, калчасем тикĕс шăтнă. Комисси икĕ хуçалăх ĕçĕпе те кăмăллă пулчĕ.
“Исток” хуçалăх уйĕсем те илĕртÿллĕ. Çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ кунта. Пĕрчĕллĕ культурăсем 1036 гектар, çĕр улми 100 гектар çинче. Юнашар вырнаçнă Крепков ячĕллĕ хуçалăхăн усăсăр выртакан 580 гектарне, “Заря” хуçалăхăн 180 гектарне ĕçе кĕртме те мехел çитернĕ. Çур аки ĕçĕсене пур çĕрте те çÿллĕ шайра пурнăçланă.
“Малалла” хуçалăх çур аки ĕçĕсене кашни çулах ир пуçласа маларах вĕçлет. Çĕр ĕç технологине пăхăннăран, минераллă, органикăллă удобренипе, гербицидсемпе пĕлсе усă курнăран тырри, пахча çимĕçĕ, çĕр улмийĕ – пур культура та пысăк тухăçпа савăнтарать. Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксене çулма тухма хатĕрленеççĕ.
“Первомайск” хуçалăхра та пĕрчĕллĕ культурăсен, çĕр улми, пăрçа, севок сухан лайăх шăтнă. Севок сухана пĕр хутчен алăпа çумланă, ун хыççăн гербицид сапнă. Ана тап-таса, пĕр çум курăк та çук. “Сидели” хуçалăхра кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ. 180 гектарне йывăр дисклă сÿресемпе икĕ хутчен сÿреленĕ ĕнтĕ. Кĕрхисен лаптăкне 300 гектара çитересшĕн.
Ишлĕ ял тăрăхĕнче вырнăçнă “Надежда” хуçалăхăн усă курман 103 гектар çĕрĕ çинче Первомайскинчи АТП ĕçлеме кăмăл тунă.
“Булинская” хуçалăх пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкне ÿстернĕ. Унсăр пуçне сахăр кăшманĕ, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, чернушка сухан, кишĕр акнă. Калчасем аван шăтнă. Паянхи куна хуçалăхра кĕрхи культурăсем акма 90 гектар çĕр хатĕрленĕ. Аслă Чемен ял тăрăхĕнче вырнаçнă “Трудовик” хуçалăхра ку ĕçе тума пикенеймен-ха.
“Хастар”, “Мир”, “Знамя” хуçалăхсен хирĕсем те начар мар.
Сăмах та çук, “Труд” хуçалăх уйĕсем пур çĕрте те сип-симĕс шăтса тухнă, калчасем ем-ешĕл. Арендăна илнĕ “Шанс”, “Дуслык”, “Имар” хуçалăхсенчи çĕрсем çинче те çавах. Халĕ пур çĕрте те калчасене пăхса ÿстерес ĕçе кÿлĕннĕ. Хуçалăхра çĕр ĕç культури тивĕçлĕ шайра.
“Красное знамя” хуçалăхра та кĕркуннене пысăк шанăçпа пырса кĕрес ĕмĕтпе, тĕллевпе пурăнаççĕ. Ака хыççăнах уйсене çум курăкран тасатма, калчасене сиенлекен хурт-кăпшанка хирĕç кĕрешме тытăннă. Гербицидсене малтанах хатĕрленĕ. Тутар Сăкăчĕн 40 гектар, “Чапайăн” 28 гектар çĕрĕпе те тухăçлă усă кураççĕ.
Тутар Сăкăчĕн усăсăр выртакан çĕрĕсене кăçал йăлтах “шуратса” хăварнă. Кунта “Батыр” хуçалăх 700 гектар тĕш тырă акнă, 20 гектар çĕр улми лартнă. 235 гектарĕпе икĕ предприниматель усă курнă. Калчасен пахалăхĕ начар мар.
“Гвардеец”, “Тойси” хуçалăхсенче те хĕрÿ тапхăр ăнăçлă иртнĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкне ÿстернĕ, çĕр ĕç культурине лайăхлатнă.
Ку енче чун-чĕрене савăнтараканни Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин уйĕсем пулчĕç. Кĕрхи те, çуртри пуссисем те илĕртÿллĕ. Вăрлăха çулран çул çĕнетсе пыни, минераллă удобренипе, гербицидсемпе усă курни, вăхăта, энергие перекетлекен, пĕр вăхăтра темиçе ĕç пурнăçлакан, ĕç тухăçлăхне ÿстерме май паракан технологие пурнăçа кĕртни хăй çимĕçне паратех çав. Донник, çĕр улми ани, кĕрхи культурăсем кăмăла çĕклеççĕ.
“Звезда” хуçалăх юлашки çулсенче çĕр ĕç культурине нумай лайăхлатнă. Çакна комисси членĕсем те палăртрĕç. Тĕрĕслев “Родина” хуçалăхра вĕçленчĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов, унăн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков, В.Алексеев тĕп специалист-эксперт пĕтĕмлетÿ сăмахĕ каларĕç. Тыр-пула пăхса çитĕнтерес, выльăх апачĕ, кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлес тĕлĕшпе тумалли ĕçсене палăртрĕç.
Акара лайăх пахалăхпа ĕçленĕ, тĕрĕслевре палăрнă хуçалăхсене, тыр-пул ăстисене районти Акатуй-Сабантуйра чыслассине пĕлтерчĕç.
В.МАЛЬЦЕВА.