07 июня 2008 г.
Район центрĕн инфраструктури çулсеренех улшăнса, çĕнелсе пырать. Кăçалхи пилĕк уйăхра 4752 тăваткал метр пурăнмалли çурт тунă, 34 уйрăм хуçалăх çурт хăпартнă. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Шăнкăртам, Патăрьел, Çĕнĕ Ахпÿрт, Первомайск ял тăрăхĕсем хастар ĕçлеççĕ.
Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнче харăсах ку тĕлĕшпе виçĕ объектра ĕç пырать. “Стройкомфорт” тулли мар яваплă общество пĕрремĕш хутĕнчи офислă 15 хваттерлĕ, “Булат” тулли мар яваплă общество 24 хваттерлĕ, “Инвестрой” тулли мар яваплă общество пĕрремĕш хутĕнче магазинлă 24 хваттерлĕ çуртсем тăваççĕ.
2007 çулта планпа пăхнинчен 17,1 процент ытларах халăх валли пурăнмалли çурт хута янă, кăçал 27900 тăваткал метр хăтлăха ĕçе кĕртмелле.