07 июня 2008 г.
Çак каç Кивĕ Ахпÿртри культура çуртне халăх нихçанхинчен те нумай пуçтарăнчĕ. Сăлтавĕ те пулчĕ. Кунта А.Капитонова библиотекарь, Лидияпа Владимир Сеприхановсем – культура ĕçченĕсем пуçарнипе çак ялта çуралса ÿснĕ пуян чĕлхеллĕ, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă поэт-прозаикăн, тележурналистăн Марина Карягинăн “Ку – пирĕн вăхăт” пултарулăх каçĕ иртрĕ. Çакăнтах унăн 2007 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă “Хура тумлă арçын” кĕнекине пахаласа хак пачĕç.
Уяв каçĕ ялти шкулта вĕренекенсем Марина Карягинăн чăвашлăх, тус-тăванлăх çинчен çырнă сăввисене вуланипе пуçланчĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă ачасем поэт-прозаика тата ăна чыслама Шупашкартан килнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, сцена çине чĕнчĕç.
Раиса Сарпи поэтесса Марина Федоровнăна халалласа çырнă “Марина – тинĕс пики” сăввине вуланă хыççăн М.Карягина кĕскен хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăх çулĕсемпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ:
– Ачалăхăм çав тери пуян пулнă манăн. Атте-анне кунсерен ĕçе çÿренĕрен асаннепе тата унăн амăшĕпе юнашар ÿснĕ эпĕ. Çавăнпах пуль вĕсен сĕткенлĕ чĕлхине килĕштертĕм. Ÿснĕçем ачалăхра шыранă вăрттăнлăх асамĕ патне таврăнма, ăсталăха туптама Е.Логунова пĕрремĕш учительница, А.Хитров чăваш чĕлхи учителĕ, районти “Авангард”, республикăри “Пионер сасси” хаçатсем те, телекуравпа çыхăну тытни те чылай пулăшрĕç, – çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне çыравçă.
1992 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпа Марина Федоровна Чăваш телекуравĕнче вăй хурать. Хальхи вăхăтра “Шевле”, “Çăлтăрчăк”, “Вырсарни ир” кăларăмсене ертсе пырать. “Шевле”, “Çывăр, аптраман тавраш”, И.Яковлев ачалăхĕ çинчен ÿкернĕ “Хĕвел çулĕпе” икĕ сериллĕ фильм Пĕтĕм тĕнчери темиçе телефестивальте çĕнтернĕ. “Шăпăрлансем” фильм Пятигорск хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча фестивалĕнче (1998 ç.) Гран-прине тивĕçнĕ. 2006 çулта вара Турцире Пĕтĕм тĕнчери экологи фестивалĕнче хăйне Сергей Залыгин ячĕллĕ преми панă.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов та М.Карягинăн пултарулăхне пысăк хак пачĕ, райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕ.
Районти моделлĕ библиотека директорĕн çумĕ Н.Мазякова поэтесса-прозаикăн ăсталăхĕ ÿссе пынине, “Хура тумлă арçын” кĕнекене ансат та ăнланмалла, сăнарлă чĕлхепе çырнине палăртрĕ.
Е.Логунова, А.Хитров учитель-пенсионерсем Маринăпа çыхăннă самантсене аса илчĕç, çырас ăсталăхĕ, Турă панă таланчĕ ача чухнех палăрнине асăнчĕç.
– Кĕнекепе туслашасси – аттерен, вĕрилĕхĕм – аннерен куçнă пуль. Апат çиме ларсан та алăран кĕнеке каймасчĕ. Çавна пулах аннерен нумай ÿпкев сăмахĕ илтнĕ. Вăл хушнă ĕçсене тума мансах вулаттăм. Манăн çитменлĕх нумай: хĕрарăм ĕçне тума пĕлсех каймастăп, чăн-чăн кил хуçи хĕрарăмĕ те пулаймарăм. Мĕн пĕчĕкрен аттерен уйрăлман, ытларах арçын ĕçĕпе ÿсрĕм. Эпĕ – пиллĕ этем. Çавăнпах-тăр Турă мана лайăх упăшкапа тĕл пултарнă. Мăшăрăм çав тери ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă, шанчăклă. Ачасене те лайăх пăхать, апат-çимĕçе те тутлă хатĕрлет, – аса илчĕ Марина.
Ашшĕ-амăшĕ – Федор Федоровичпа Зинаида Петровна та хĕрĕ хăйĕн ĕçне чăннипех юратнине, уншăн вута-шыва та кĕме хатĕррине çирĕплетрĕç. Амăшĕ хĕрне ĕçе пула ачисемпе, мăшăрĕпе юнашар сахалрах пулнăшăн ÿпкелешсе те илчĕ, кĕрÿшне тав сăмахĕ каларĕ.
Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Сергей Афанасьевич, географи наукисен кандидачĕ Федор Александрович Карягинсем Марина поэзи тĕнчине кĕрсе курас тесе мар, хăйĕн тĕллевĕпе, кăмăлĕпе яланлăхах килнине, унра ыттисем туйманнине туйтарас, сисейменнине систерес, ыттисем калайманнине каласах тени çăл куç пек тапса тăнине палăртрĕç.
Ялти тĕслĕх библиотека заведующийĕ А.Капитонова, Социализмла Ĕç Геройĕ Н.Каргин, О.Козлова ĕç ветеранĕ, В.Сеприханов, Е.Козлова культура ĕçченĕсем, Туçари вĕрентÿ центрĕнчи чăваш чĕлхи учительници М.Табакова тата ыттисем те тухса каларĕç пултарулăх каçĕнче. Ачалăх çулĕсене аса илнипе пĕрлех унăн çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине пĕлтерчĕç, поэзи каçалăкĕнче ăнăçу сунчĕç.
Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр тус пултăр тенĕ ĕлĕкех. Маринăн та чылай вĕсем. Чи-чи çывăххисем вара мĕн пур ĕçе пăрахса, инçе çула çывăх туса Шупашкартанах килнĕ. Ун ячĕпе мĕн чухлĕ ăшă сăмах каларĕç, пултарулăх “лаççинче” ывăнмасăр ĕçлеме ырлăх-сывлăх, çирĕп вăй-хал сунчĕç. Раиса Сарпи, Альбина Юрату поэтессăсем, Августа Уляндина, Вячеслав Александров паллă юрăçсем, Надежда Кириллова артистка Марина Федоровнăна çеç мар, культура çуртне пуçтарăннă мĕн пур халăха хăйсен сăвви-юррисемпе савăнтарчĕç.
В.МАЛЬЦЕВА.