11 июня 2008 г.
иртрĕ. Ăна республикăри Чăвашпотребсоюз Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствипе тата журналистстсен союзĕн правленийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Тăххăрмĕш çул журналистсем районсене черетлесе тухса райпо ĕçĕ-хĕлне тишкерсе хак параççĕ. Ку енĕпе Патăрьелсен пите хĕретмелли çук. Кашни ялтах унăн системине кĕрекен лавккасем ĕçлеççĕ. Ассортимент пуринче те пуян. Шăпах çакна курса ĕненчĕç семинар-канашлăва хутшăннисем
Кун çул уттинчен юлмасть предприяти
Ĕçлĕ калаçу Патăрьелĕнчи çăкăр заводĕнчен пуçланчĕ. Кунта паян талăкра 2,5 тонна çăкăр-булка пĕçерсе кăлараççĕ. Тĕрлĕ пĕремĕк, печени, пылак çимĕç таранах пур. Кондитерсемпе çăкăр пĕçерекенсем 80 тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеççĕ. Пĕринчен тепри кăпăшка, тутлă, çемçе, илемлĕ, техĕмлĕ. Куллен ăсатаççĕ лавккасене. Çавăнпа туянакан та ырлать продукцие. Хакĕ те тивĕçтерет. Уйрăм предпринимательсем сĕнекен тавартан йÿнерех. Пахалăхĕ лайăх. Çимĕç типмест, тĕсне те çухатмасть. Çавăнпа çăкăр-булка ют районсене те ăсатаççĕ. Тĕслĕхе Шăмăршăсемпе Елчĕксене илер. Райпо сыхланса юлман вĕсенче. Уйрăм çын лавккисенче сутакан таварсемпе çеç пурăнаççĕ.
60 çын талăкра çакăн чухлĕ продукци (кисель, мармелад, зефир, рулет...) пĕçерсе, хатĕрлесе кăларнинчен семинара хутшăннисем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Уяв ячĕпе пĕçернĕ хуплу, пельмен, çаврака çăкăр (ывăл авлантаракансем те çакăнтах заказ параççĕ) чăн-чăнах кĕреке сĕтелĕн пуянлăхĕ-çке вăл. Кăлпасси цехĕ те ĕçлет Патăрьелсен. Унта кăларакан продукцине те кăтартрĕç семинарта. Тăварланă, тĕтĕмленĕ пулă таранах пулчĕ.
Унчченрех заводра çăкăр-булка пĕçерессине электричество вăйĕпе пурнăçланă. Çакă хака ларать. Çавăнпа газ кăмакисем туяннă. Технологие çĕнетни ĕçлекенсен тÿлевне те хăпартма май панă. Хавхалантарусене ÿстернĕ. Вырăнта конкурссем ирттернине те ырламалла. Кăçалхинче Ф.Шакурова кондитер çĕн-тернĕ. Çак сăмахсем çумне çăкăр завочĕн директорĕн Н.Ялуковăн калаçăвне кĕртсе хăварни те вырăнлă пулас: “Кадрсем улшăнса тăрасси çук пирĕн. Пурте 30-35-шер çул ĕçлеççĕ. Продукци кăларасси, унăн пахалăхĕ çакăнтан тÿрремĕнех килет. Уйрăм предпринимательсем те пĕçереççĕ çăкăр-булка. Анчах пирĕнне туянакансем йышлă”.