АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшшине çынсене парать

11 июня 2008 г.

Район больницин 2007 çулхи ĕç-хĕлне кăтартакан отчетра пĕр цифра куç тĕлне пулчĕ. Туберкулезпа чирлесси республикăри шайран икĕ хут пĕчĕкрех. Кăтарту савăнтарать. Вăл лайăхланасси, паллах, çак ыйтупа тимлекенсенчен килет. Больница администрацийĕ В.Казакова фтизиатр ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Çавна май Валентина Ивановнăпа сăмах пуçартăмăр. Специалист ĕçĕн ăнăçлăхне пĕр хăйĕнче çеç курманнине каларĕ. Ялсенчи медицина ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕрен палăртнă тĕллевсем патне çитме пулать иккен. Туберкулез чирне тупса палăртас ĕçре флюорографи тухни кирлĕ. Çакна графикпа килĕшÿллĕн туса пыма тăрăшаççĕ те.

Удмурти хĕрне Чăваш Ен килĕшнĕ. Ижевскри патшалăх медицина институчĕ хыççăн килнĕ вăл кунта. Интернатура вăхăтĕнче Шупашкарта пулнă. Каярахпа вара дипломлă специалиста Патăрьел район больницине янă.

– 34 çул утатăп çак ĕçе. Урăх вырăна куçас шухăш пуçа килмен. Çакăнтах тĕпленме çемье çавăрни те çыхса лартрĕ пулас, – шÿтлесе калаçать В.Казакова. Çав хушăрах Хусанти клиника ординатурине пĕтернĕ.

Ĕç пÿлĕмне черетленсе ватти те, вĕтти те, çитĕнни те кĕрсе тухать. Пĕрисем сиплев курсне тăсас ыйтупа пыраççĕ. Теприсем анализ парса сывлăхне тĕрĕслеттересшĕн. Виççĕмĕшĕсем санаторине каясшăн тата ытти те. Пурин ыйтăвĕ çине те хурав тупать врач. Кашнинех çепĕççĕн ăнлантарать.

Чирлисене сиплесси тÿлевсĕр. Кирлĕ медикаментсене, препаратсене туянма больница администрацийĕ нихăçан та хирĕçлемест. Ертÿçĕсемпе пĕр чĕлхере пулни те ĕç ăнăçлăхне ÿстерет.

Ĕçне кура чысĕ. Республикăри сывлăх министерствин грамоти пĕрре çеç мар унăн. 2001 çулта тава тивĕçлĕ врач ятне илнĕ. Раççей шайĕнчи паллă та пур. Çакна «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» значок çирĕплетет.

Килĕшÿллĕ ĕç, туслă врач çемйи Казаковсен. Иван Пантелеймонович та çак сферăрах ĕçлет. Мăшăр виçĕ ача çитĕнтернĕ. Асли университетăн юридика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Санкт-Петербургра ĕçлесе пурăнать. Хĕрĕ Мускава вырнаçнă, çемье профессине малалла тăсать. Кĕçĕнни Шупашкарта вĕренет.

Пушă вăхăта усăллă ирттерме пĕлеççĕ Казаковсем. Валентина Ивановна çул çÿреме юратать. Çуралнă ен инçе мар уншăн. Спортпа туслă пулни ватăлтармасть. Районăн пĕрлештернĕ волейбол командинче чылай вылянă вăл. Халĕ больница чысне хÿтĕлессишĕн спортзала çÿрет. Профсоюз организацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене темиçе çул пурнăçласа пынă тата ытти те.

Хăйне пысăка хуманран, çÿлти шайри ертÿçĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе ĕçлесе пынăран, коллективпа ки-лĕшÿ пуртан ăнать ĕçĕ Валентина Ивановнăн. Çакăн çинчен ĕмĕтленнĕ те вăл алла диплом илнĕ чухне.

А.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика