АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă кăмăллă, вашават, унра иксĕлмест хăват

11 июня 2008 г.

Çур çĕр иртрĕ пулин те, çав каç А.Чернова, район больницин инфекци уйрăмĕн ертÿçи, чĕлкĕм куç хупаймарĕ. Шухăшĕсем канăç памаççĕ-çке. Вĕсем ялан тенĕ пекех ĕçпе çыхăннă. Чирлекенсен шучĕ чакманни, вĕсене сыватма бюджетран укçа-тенкĕ сахалрах уйăрни, медикаментсем çитменни пăшăрхантарать. Эмел çителĕксĕр пулсан чирлисене мĕнпе сыватăн;

Çапах та йывăр-и, çăмăл-и – майне-шывне тупмаллах. Укçа-тенкĕ енчен аптрасах кайманнисем эмелне хăйсен кĕмĕлĕпе те туянаççĕ-ха. Анчах çынсем пурте пĕр пек мар-çке. Больницăна 4-5 ачаллисем пырсан мĕн тумалла; Тен, вĕсен çăкăр туянмалăх та укçи çук; Кун пек чухне пациент шучĕпе эмел туянтарасси пирки сăмах пуçарма та кирлĕ мар. Пĕрре чирлĕ çыннăн чунне амантăн, тепре хăвăн кăмăлу нумайлăха пăсăлĕ.

Оборудовани, аппаратура енчен ÿпкелешмелли çук. Палатăсенче ку енĕпе мĕн пур услови пур.

20 койка-вырăнлăх уйрăмра сарă, варвитти, ÿпке, ерекен чирсенчен сиплеççĕ. Кашни палатăнах уйрăм алăкпа кĕмелле. Вĕсенче таса, тирпейлĕ, хăтлă.

Çĕрлехи шăплăха сирсе пÿлĕмре телефон янăраса кайни Антонина Валерьевнăн шухăшĕсене татрĕ. Больницăран дежурнăй шăнкăравлать, тин çеç питĕ йывăр чирленĕ пĕчĕк ачана илсе килнине пĕлтерет.

Больницăпа юнашарах пурăннăран тухтăр нумай кĕттермерĕ, хăпăл-хапăл тумланчĕ те ĕç вырăнне тухса чупрĕ. Вăхăтра ĕлкĕрчĕ. 7 уйăхри пепкен вируслă энцефалит иккен. Çийĕнчех тĕрĕс диагноз лартса пулăшу панăран пĕчĕкскере вилĕмрен çăлма май килчĕ. Çакăншăн ачан ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех Антонина Валерьевна та шутсăр хĕпĕртерĕ.

Врач пулас ĕмĕт унăн кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех çуралнă. Ялти фельдшерицăсене, район больницинче ĕçлекен Николай Антоновичпа Антонина Антоновна Тинюковсене яланах ăмсанса пăхнă.

Сăкăтри вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухсан тÿрех Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă, экзаменсене ăнăçлă тытса студентка пулса тăнă. Диплом илсе интернатурăна вĕçленĕ хыççăн тăван района таврăннă. Ĕçлĕ биографине тĕп больницăн реанимаци уйрăмĕнче пуçланă. Хăйĕн ăсталăхне кунта тăватă çул туптанă. 2002 çулта пултарулăхне кура Антонина Валерьевнăна инфекци уйрăмĕн ертÿçи пулма шаннă. Улттăмĕш çул туртать вăл халь çак йывăр лава. Вăй-халне хĕрхенмесĕр тăрăшнăшăн хисеплеççĕ ăна çынсем.

Ĕçне кура хисепĕ, чысĕ. Антонина Валерьевнăн тăрăшулăхне, пултаруллă ĕçне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви те асăрханă, Хисеп грамоти парса чысланă. Вăл – 1-мĕш квалификациллĕ категори врачĕ. Инфекци уйрăмĕ республикăра та чи лайăххисен шутĕнче. Çак çитĕнÿре уйрăм ертÿçин А.Черновăн тата коллективăн тÿпи калама çук пысăк. Юнашар вăй хуракан Раиса Клычкова, Гузель Айнетдинова, Муслиме Даутова, Маринăпа Алена Цветковăсем кашниех хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Санитаркисем те ăшă сăмаха тивĕç.

Килте вара Антонина Валерьевнăна юратнă мăшăрĕпе ывăлĕ кĕтеççĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ вĕсем.

В.МАЛЬЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика